Archive - 2018

декабрь 20th

20 Раштав, 2018

Операцире мăйри хĕресе хывмаççĕ

Муркашра çуралса ÿснĕ вăл. Вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн каччă И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра ăс пухнă. Педагог-психолог дипломне илсен тăван районĕнче культура тытăмĕнче тăрăшнă. Час-часах чиркĕве çÿренĕ. 2003 çулта Муркаш çыннисем ăна чиркÿ канашĕн председательне суйланă.

декабрь 19th

19 Раштав, 2018

Ырă туни ырăпа таврăнать

Владимир Михайлович Кузин 1960 çулта Шупашкар районĕнчи Арманкасси ялĕнче çуралнă. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕреннĕ. Хăйĕн ĕç-хĕлне промышленноç тракторĕсен заводĕнчи смена мастерĕнчен пуçланă, «Промтракторта» инструмент цехĕн пуçлăхĕ таран ÿснĕ.

19 Раштав, 2018

Йышпа клуба «вăратрăмăр»

Ырă тăвакансен çулталăкĕнче эпир те, «Çеçпĕл» пултарулăх ушкăнне çÿрекенсем, сăваплă ĕç пурнăçланипе палăртăмăр. Хамăр тăрăшнипе, ял-йыш пулăшнипе вунă çул тарăн «ыйхăра çывăракан» клуба «вăратрăмăр».

19 Раштав, 2018

Пурнăç сыппи вăрăм

«Ĕмĕр ĕмĕрлесси уй урлă каçасси мар, — тет Красноармейски ялĕнче пурăнакан Христина Тихонова. — Иртнĕ кун-çулăма тишкеретĕп те хам çинчен пĕр-пĕр документлă фильм ÿкерме е кĕнеке çырма пулать пулĕ тетĕп. Мĕншĕн тесен пурнăçра хура-шура самаях куртăм.

декабрь 18th

18 Раштав, 2018

Кĕпер урлă каçсан тăван чĕлхе манăçтăр-и?

Оренбург хутлăхĕ те чăваш халăхне паллă, талантлă çынсем парнеленĕ. Вĕсенчен пĕри — Влас Иванов-Паймен писатель. Вăл 1907 çулта Грачевка районĕнчи Тури Игнашкино ялĕнче çуралнă.

18 Раштав, 2018

Юн ĕçен чĕр чун ял-йыша сăтăр кÿрет

«Хыпар» Издательство çуртне Етĕрне районĕнчи Ирçерен начар хыпар пĕлтерчĕç: ял-йыш пĕлмен тискер чĕр чун раштавăн 7-мĕшĕнче, çĕрле, лупас айĕнчи пилĕк качакана пăвса вĕлернĕ, юнне ĕçнĕ.

18 Раштав, 2018

Вĕсем паян та стройра

Çĕр питне илем кÿрекенни — ял-хула çĕклени, йывăç-тĕм лартни, çулсем хывни. Пурнăçа илемлетекенни — Çĕр çинче мĕн пуррине упрани. Тавралăха хитрелетекенни — ăслă, тÿрĕ кăмăллă, харсăр, Тăван çĕршыва чун-чĕререн юратакан, патриот тивĕçне пурнăçлама хевте çитерекен çынсем.

«Тавралăха хитрелетекенсем»

Pages