Archive - 5 Feb, 2020

Date

Кăçалтан «Ялти ипотека» программа хута кайнă май унпа кăсăкланакан самай. Çивĕч ыйтупа ЧР Ял хуçалăх министерстви те канашлу ирттернĕ.

Муркаш районĕнчи Исетерккĕ ялĕнче 100 çул каялла пултаруллă, ĕçчен хĕрарăм çуралнă. Вăл — Татьяна Васильевна Васильевна Васильева. 
Евдокипе Ваçли çемйинче 5 ача çуралнă, анчах ывăлĕ ача чухнех çĕре кĕнĕ. Хĕрĕсем те ашшĕ-амăшĕн ырлăхĕпе савăнайман. Вăрçă умĕн вĕсем хăр тăлăха юлнă. Татьяна, асли пулнăран, йăмăкĕсене тĕрĕс-тĕкел çитĕнтерсе ура çине тăратасси пирки шухăшланă. Çавăнпа вăл 15 çултах йывăр ĕçе кÿлĕннĕ. Пурнăç хуçи пулнине ĕçĕпе çирĕплетме тĕв тунă.

Хăй вăхăтĕнче вăл Мускавра ĕçлесе пурăннă. Тăван тăрăха сайра хутра çеç килсе çÿренĕ. Уй-хир çум курăкпа хупланнине курсан çамрăкăн чун-чĕри ыратнă. Вăл çуралнă тăрăха таврăнма тĕв тунă.