Archive - 20 May, 2020

Date
Type

20 May, 2020

«Эппин, эпир кирлĕ»

Раççей Конституцийĕнче волонтерсене тата комерциллĕ мар организацисене пырса тивекен тӳрлетӳ кĕртесшĕн. Çакă вĕсене шаннине палăртать. Ырă кăмăллăхçăсен ĕçĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Тĕнче, çĕршыв шайĕнчи мероприятисем вĕсемсĕр иртмеççĕ. Волонтерсем тĕрлĕ тытăмра тăрăшаççĕ, йывăр лару-тăрăва лекнисене алă параççĕ.

20 May, 2020

Пыл хурчĕсене упрар

Çурхи-çуллахи тапхăрта аграрисем ÿсен-тăрана сăтăрçăсенчен, чир-чĕртен сыхлама им-çампа усă кураççĕ. Анчах ăна виçесĕр сапни усăллă хурт-кăпшанкăшăн хăрушлăх кăларса тăратать.

20 May, 2020

Çамрăксем яла туртăнаççĕ

Хĕрлĕ Чутай районĕнче ял хуçалăх отраслĕн тĕревĕ — «Коминтерн» ЯХПК. Вăл аталану çулĕпе çирĕп утать.
ЯХПКра выльăх-чĕрлĕх йышлă усраççĕ: сысна — 2 пин, мăйракаллă шултра выльăх 1800 пуç. Çав шутра сăвăнаканнисем — 600 ĕне. Кĕтÿ татах пысăкланмалла. Юлашки çулсенче ЯХПКра инвестици проектне хута кĕртессипе — ĕне выльăх комплексне тăвассипе — ĕçлеççĕ.

20 May, 2020

Çĕр улми тăшманĕ

Раççей ял хуçалăх надзорĕн Чăваш Енри тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕ карантин объекчĕсем пирки асăрхаттарать.
Республикăри карантин объекчĕсенчен пĕри — çĕр улмин ылтăн нематоди /3КН/. Вăл çĕр улмире глободероз чирне пуçарать. Çавна май тухăçа 30-80 процент таран çухатма пулать. Нематод вирусĕсем 15 çул таран упранаççĕ.
Асăннă карантина республика территорийĕнче 2007 çулта, хушма хуçалăхсен участокĕсенче, кĕртнĕ. Усал чире пысăк хуçалăхсенче асăрхаман. Çакă предприятисенче пусă çаврăнăшне пăхăннипе те çыхăннă.