Archive - Çĕртме 2020

июня 11th

11 Çĕртме, 2020

Онлайн-лагерьте те кăсăклă

Акă, тинех ачасем чăтăмсăррăн кĕтнĕ кану кунĕсем çитрĕç. Шкулсенче кану лагерĕсем онлайн мелпе ĕçлеме тытăнчĕç. Шупашкар районĕнчи Толик Хураски шкулĕнче «Ачалăх утравĕ» лагерь уçăлнă. Вăл çĕртме уйăхĕн 12-мĕшĕччен тăсăлĕ.

11 Çĕртме, 2020

Шăнкăртатса шыв юхать

Чăваш литературин классикĕ К.В. Иванов çуралнăранпа çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче 130 çул çитрĕ. Поэта асăнса тĕрлĕ конкурс тата акци иртрĕ. Эпĕ те çак мероприятисене хутшăнтăм. Пуринчен ытла «Çакă çутă тĕнчере…» акци кăмăла кайрĕ. Унта хутшăнма К.В.

июня 10th

10 Çĕртме, 2020

Наци чĕлхисене аталантармалла

РФ Конституцийĕн 68-мĕш статйин 2-мĕш пунктĕнче республикăсем патшалăх чĕлхине çирĕплетесси пирки асăннă. Регионсенчи патшалăх учрежденийĕсенче, хăй тытăмлăх органĕсенче вĕсемпе вырăс чĕлхипе тан усă курмалла.

10 Çĕртме, 2020

Социаллă сетьсенче аталаннă стиль чĕрĕ калаçăва та куçса пыни шухăшлаттарать

Галина БЫКОВА, Республикăри наци библиотекин директорĕн заместителĕ:

10 Çĕртме, 2020

Чăваш чунлă çыннăн унта çитсе курмаллах

Константин Иванов çуралнăранпа кăçал 130 çул çитрĕ. Вилĕмсĕр поэтăн музей çуртне уçнăранпа вара — 80 çул. Çавна май çак çурт тата музей мĕнле йĕркеленсе кайни çинчен вулакансене каласа кăтартасшăн.

10 Çĕртме, 2020

Çăкăра упрама вĕренесчĕ

Йывăр пурнăçа тÿссе ирттернĕрен çав çулсене манăçа кăларма çук.
Вăрçă çулĕсенче пурнăç япăххине пула хĕллехи вăхăтра пирĕн яла ыйткалакансем килетчĕç. Пĕри кĕрсе тухса каять анчах, тепри килсе кĕретчĕ. Пурнăçри çак йывăрлăхсене манма хĕн. Вĕсем пире йывăрлăха чăтма, çирĕп йĕркене хăнăхма вĕрентнĕ.
Халĕ çăтмахра пурăнатпăр. Ырă çак пурнăçа пире камсем парнеленине манас марччĕ. Вĕсем яланах хисепре пулмалла.

10 Çĕртме, 2020

Вутра çунман, шывра путман

Пирĕн, вăрçă ачисен, вăй çитет е çитмест — ĕçлемеллех пулнă.
Хамран аслăрах тетепе, 13-14 çултискерпе, эпĕ яланах çурхи-кĕрхи акара уй-хире сÿрелеме хутшăннă. Эпĕ унран виçĕ çул кĕçĕнрех пулнă. Пĕррехинче кăнтăрлахи апата таврăнатпăр. Тете ватă лаша çинче, эпĕ юпах тиха çине утланнă. Виталий Степанов икĕ вăкăрпа сÿрелетчĕ. Вăл вара пĕрин çинче ларса пыратчĕ. Тепри айккинелле пăрăнчĕ. «Ме-ха сана пушă, — терĕ вăл мана ăна тăсса. — Эсĕ лаша çинче, хăваласа кил».

Pages