Archive - 11 Çурла, 2020

11 Çурла, 2020

«Этно-Я-Futurum» кĕнекене çамрăксене халаллатăп»

Ÿнерçĕсен пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе паллашма яланах кăсăклă. Галерейăра, музейра эпир, куракансем, картинăна сăнаса пăхма, унта пытаннă пĕлтерĕше тавçăрма, тĕрлĕ туйăмпа хăпартланма е пусăрăнма пултаратпăр. Тен, художник мĕн ÿкернине ăнланмастпăр та…

11 Çурла, 2020

Андрей АЛЕКСАНДРОВ: Малашлăх никĕсне пĕрле хывăпăр

Ансат мар саманара пурăнатпăр. Ку çул пушшех те питĕ хăйне евĕрлĕ иртет. Кăткăс çак вăхăтра республикăри аслă шкулсенчен пĕри — И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ — мĕнле сывлăшпа сывлать-ха? Малашлăха мĕнле курать?

11 Çурла, 2020

Сыхă пулма хистеççĕ

Çуллахи тапхăр ачасен çулсем çинчи хăрушсăрлăхне тивĕçтерес тĕлĕшпе пушшех тимлĕ пулма хистет. Шел, çакна çирĕплетекен тĕслĕхсем — çине-çинех. Шăпăрлансем выляççĕ, ашкăнаççĕ — çул çине чупса тухаççĕ…
Иртнĕ эрнекун кăна республикăра ачасем çулсем çинче инкеке лекнĕ виçĕ тĕслĕх пулнă. Ирхине 7 сехетре Патăрьелти Мир урамĕнче 12 çулти хĕрачана «Хендай Солярис» автомобиль таптанă. Ача çул урлă çуран çынсем валли палăртман вырăнта каçма тăнă — 56 çулти водитель ăна вăхăтра асăрхаса ĕлкĕреймен. Суранланнăскере больницăна ăсатма тивнĕ.

11 Çурла, 2020

График размещения агитматериалов зарегистрированных кандидатов в период избирательной кампании по выборам на должность Главы Чувашской Республики в газетах «Хыпар», «Çамрăксен хаçачĕ», «Чăваш хĕрарăмĕ», «Хресчен сасси»