Archive

мая 21st, 2014

21 Çу, 2014

Вăййа тухрĕç ачасем

Йĕпреç районĕнчи Пучинкери вăтам шкулта вунă çул ытла «Чăваш вăййи» уяв иртет. Ăна хăй вăхăтĕнче Людмила Клементьева, Елизавета Михайлова тата Лилия Иванова вĕрентекенсем пуçарса янă. Людмила Николаевнăпа Елизавета Михайловна ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентеççĕ пулсан, Лилия Михайловна кĕвĕ-çемĕ вăрттăнлăхне алла илме пулăшать. Çавăн пекех вăл тăван тавралăх культури урокĕсене ертсе пырать.

21 Çу, 2014

Атăл кунĕ

Ĕнер Атăлçи регионĕсем аслă юхан шыв кунне палăртнă. Атăл – Раççейре çеç мар, Европăри юхан шывсен йышĕнче те чи пысăкки. Вăл 3,7 пин çухрăма тăсăлать. Çулсерен Атăлта 250 кубла километр шыв юхса иртет.

21 Çу, 2014

Ютран килнĕ куккук амăшсем

Ĕç шыраса Раççее таçтан та килеççĕ. Уйрăмах унччен Совет Союзĕн пĕрлĕхне кĕнĕ çĕр-шывсенчен. Ютран килнисене кунтисемпе паллашма инçетре юлнă çемйи те чăрмантармасть. Кунран кун Мускав çывăхĕнчи больницăсем, ача çурчĕсем гастарбайтерсен вăхăтлăх юратăвĕнчен çуралнă пепкесемпе тулса пыраççĕ.

21 Çу, 2014

Çиччĕмĕшĕ уйрăмах асра юлĕ

Çичĕ çул каялла турĕ вăл хăйĕн пĕрремĕш утăмĕсене Чăваш Ен çĕрĕ çинче. Ун чухне çак пулăма тĕрлĕрен хаклакансем пулчĕç: хăшĕсем иккĕленчĕç, теприсем хавхаланчĕç, Раççей кинолентисене тинех анлă экран çинче пăхма май килнĕшĕн хĕпĕртерĕç.

21 Çу, 2014

Тĕслĕхли тата ĕмĕтри...

Пире кашнинех чăваш ялĕн шăпи, сăн-сăпачĕ, пуласлăхĕ шухăшлаттарать. Çапла пулмасăр, эпир унтан тухнă-çке. Хулара пурăнатпăр пулин те чунăмăрсем унталлах туртăнаççĕ. Юратнă Чăваш Енĕмĕрте паян пин те çичçĕре яхăн ял. Темĕнли те пур вĕсен йышăнче: аталанаканни те, пурнăçпа тан «утаканни» те, пĕтекенни те, лаштра йăмралли те, йывăçсăрри те, пĕве йышлă пулнипе палăраканни те, ача сачĕ, шкул е культура вучахĕ çуккипе нушаланаканни те...

21 Çу, 2014

Бюджет: тупăш ÿсет, парăм чакать

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн çу уйăхĕн 20-мĕшĕнче иртнĕ черетлĕ çирĕм пĕрремĕш сессийĕн кун йĕрки чăннипех пуян пулчĕ: депутатсем Чăваш Республикин вун пилĕк саккунĕн проектне тишкерсе иккĕмĕш вулавпа йышăнчĕç, унсăр пуçне тата сакăр ыйту сÿтсе яврĕç.

21 Çу, 2014

Карттăна пайăрлама ан манăр

Кăçалхи ака уйăхĕн 20-мĕшĕнчен автобус-троллейбуспа çул çÿренĕ чух патшалăх çăмăллăхĕпе усă куракан пассажирсен /Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕсемпе инваличĕсен, тыл ĕçченĕсен, инвалидсен, Чернобыль АЭСĕнчи инкек юлашкине пĕтерме хутшăннисен, ытти хăш-пĕр категорин/ электрон карттине пайăрлас - çăмăллăхçă хушаматне, ятне, а

21 Çу, 2014

Çĕнĕ технологисене çул параççĕ

Çĕр ĕçĕ нихăçан та çăмăл пулман. 70-мĕш çулсен вĕçĕнче йĕтемре раштав уйăхĕнче те тырă типĕтни, 80-мĕш çулсен варринче чĕркуççи таран пылчăк ашса сенĕкпе çĕр улми кăларни пуçăмра ĕмĕрлĕхех ÿкерĕнсе юлнă. Çанталăк пур пĕр юлашки çулсенчи пек улшăнса тăмастчĕ.

21 Çу, 2014

Чĕмпĕрсене кĕнекесем килĕшнĕ

Чĕмпĕр облаçĕн Вĕренÿ тата ăслăлăх министерстви, Вĕрентÿ ĕçченĕсен квалификацине ÿстерекен институт тата чăваш наци культура автономийĕ чĕннипе Чăваш кĕнеке издательстви регионсен хушшинчи «Педагогическое наследие И.Я.Яковлева в аспекте современного образования и культуры» ăслăлăх практика конференцине хутшăнчĕ.

Pages