Archive - Юпа 2014 - Хыпар

юпа 30th

30 Юпа, 2014

Чăваш хаçат-журналĕн сумĕ ан чактăр

Виçĕм кун "Хыпар" Издательство çурчĕн ĕçченĕсем "Чăваш пичечĕ" АУО директорĕпе Станислав Александровпа тĕл пулчĕç. Унта Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ Валерий Туркай, унăн çумĕсем, хаçат редакторĕсем тата журналистсем хутшăнчĕç.

30 Юпа, 2014

Йывăрлăха çĕнтерсе - малаллах

Хĕрлĕ Чутай районĕнче ÿсĕм пĕлтĕрхинчен лайăхрах. Çак эрне кун ЧР аграрийĕсем Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕн кунне паллă тăваççĕ. Хĕрлĕ Чутайсем ăна мĕнле кăтартусемпе кĕтсе илеççĕ-ха?

30 Юпа, 2014

Хуçа алли, яваплăх çитмесен

Çĕмĕрле хули парăм шурлăхĕнчен çав-çавах тухаймасть. Тата тăрăшулăх, пуçарулăх, ыранхи куна курса тăни çитмест пек туйăнчĕ мана Çĕмĕрлере. Хула çав-çавах парăмсен шурлăхне путса пырать. Хăй вăхăтĕнче, хула пуçлăхĕн тилхепине В.М.Садырга тытнă тапхăрта, ЖКХ тытăмĕ 6 млн тенкĕлĕх парăма кĕнĕ. Пуçлăх хăйĕн «йăнăшне» тÿрлетме шантарнине пăхмасăрах ăна ĕçрен хăтарнă. Сăмах май, хулара пурăнакансенчен Владислав Матвеевича хуçалăх çынни, ăста специалист пек хакланине паян та илтме пулать.

30 Юпа, 2014

Чăваш киновĕ: малашлăх пур-и?

Чăваш юрлать, ташлать, тĕрлет... Çĕр пин юрă, çĕр пин сăмах, çĕр пин тĕрĕ çĕр-шывĕнче пурăнать. Çав вăхăтрах, шел те, Чăваш Енре иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенчех йăл илнĕ кино искусство пек тивĕçлĕ шайра аталанаймасть.

Тĕрĕссипе, кино шăпи пирĕн республикăшăн çеç çивĕч тăракан ыйту мар. Çĕр-шывĕпех «пуçа ыраттараканнисен» шутĕнче вăл. Раççей кино ăстисен ĕмĕт-тĕллевĕсем пысăк, анчах вĕсене пурнăçа кĕртме чаракан чăрмавĕсем тата та пысăкрах.

30 Юпа, 2014

Хресчене çĕр тăрантараять-и?

Ĕлĕк ял çыннине çĕр, вăрман тăрантарнă. Вăл выльăх ĕрчетнĕ, тыр-пул, çĕр улми, пахча çимĕç çитĕнтернĕ. Çакна эпир, ялти ватăсем, лайăх пĕлетпĕр. Паян ял çыннине çĕр, вăрман тăрантарать теместпĕр.

XIX ĕмĕре илсе пăхар-ха. Тырă акнă, выльăх йышлă усранă. Пурнăçне вĕçрен вĕçе сыпăнтарса пыма ытлашши продукцие пасарта сутнă. Хĕлле арçын лашапа лава çÿренĕ. Хĕрарăм арланă сÿс-çăмран пир-тăла тĕртнĕ.

30 Юпа, 2014

«Тăшманпа çапăçмалла, Тăван çĕршыва сыхламалла»

Салтак çырнă виç кĕтеслĕ çырусене, фронтран 70 ытла çул каялла янăскерсене, нумай килте халĕ те упраççĕ. Вăхăт чылай иртнĕрен сарăхнăскерсене темиçе хут вулаççĕ, çывăх çыннин сăнарне куç умне кăлараççĕ, ун çинчен çамрăк ăрăва каласа кăтартаççĕ.

30 Юпа, 2014

Палăк юхăнать...

Ăна пăхса, тирпейлесе тăрассишĕн кам яваплă?    Акă, тĕслĕхрен, тĕп хулари Максим Горький проспектĕнчи 15-мĕш çурт çывăхĕнче вырнаçнă палăках илер. Вăл - чăваш халăхне чунран хисепленĕ çыннăн, вырăссен паллă писателĕн Максим Горькин палăкĕ.

Pages