Archive - Ака 2014 - Хыпар
- Date
- Type
апреля 30th
Калаçнипех çивĕчлĕх тамалмĕ
апреля 29th
Çемен Элкер юбилейĕ тĕлне
Кăçал паллă поэт, прозаик, публицист Семен Васильевич Элкер çуралнăранпа 120 çул çитет. Йĕпреçри тĕп библиотекăра "Йĕпреç çĕрĕн маттур ывăлĕ" поэзи кунĕ иртнĕ. Вулавăш ĕçченĕсем яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç валли "Çемен Элкер - çамрăк ăру куçĕпе" литература каçĕ йĕркеленĕ.
Чăваш чĕлхи кунне халалланă
Шăмăршăри культура аталанăвĕн центрне ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче халăх йышлă пухăннă. Унта "Савнă Шăмăршă ен" уяв пулнă. Ăна Чăваш чĕлхи кунне халалланă.
"Мехел" телеконкурс саккăрмĕш хут иртрĕ
Ăсталăх Хусана та, Суздале те çитерет...
Этемлĕхшĕн çăпата сырса çÿресси тахçанах манăçа тухнă ĕнтĕ. Çăкаран хуçнă пушмака тиртен, сăрантан çĕлетнисем улăштарнă. 100 çул каялла вăл кашни çемьерех пулнă тăк халĕ ăна музейра кăна курма пулать. Апла пулин те Чăваш Енре паян та çăпата тăвакансем пур-ха. Мĕн тĕллевпе аппаланаççĕ-ха вĕсем çак ĕçпе?
Асламас ячĕпе - фестиваль
Çак кунсенче Етĕрне хулинче чăваш музыкин республика фестиваль-конкурсĕ иртнĕ. Ăна, "Хĕвел" ят панăскере, çак районта çуралса ÿснĕ Анисим Асламаса халалланă. Программăра чăваш композиторĕсен /Алексей Иванов, Геннадий Воробьев, Лариса Быренкова, Григорий Хирбю, Анисим Асламас/ произведенийĕсем пулнă.