Archive - 9 Авăн, 2014 - Хыпар

9 Авăн, 2014

Газета "Хыпар", 175 №, 9 сентября 2014 г.

о Акция "День без автомобиля".
о Журналисты - за здоровый образ жизни.
о Открытие памятника Аркадию Айдаку. Воспоминания.
о Страница "Семья".
о Литературное чтение. Никита Ларионов. Рассказ.

9 Авăн, 2014

"Хыпар" хаçат, 2014 çулхи авăн /сентябрь/ уйăхĕн 9-мĕшĕ

о Спорт форумĕ иртнĕ кун Шупашкарта "Автомобильсĕр кун" акци ирттерме палăртнă.
о Журналистсем - сывă пурнăç йĕркишĕн.
о "Сăмах тапратиччен вĕсене тарăннăн тĕпчетчĕ, хăйĕн шухăшне цифрăсемпе çирĕплететчĕ..." Аркадий Айдака асăнса палăк лартрĕç.
о "Çемье" ятарлă кăларăм.

9 Авăн, 2014

Журналистсем - сывă пурнăç йĕркишĕн

Ĕнер калем ăстисем Журналистсен пĕтĕм тĕнчери пĕрлĕх кунне уявларĕç. Çавна май вĕсем Пичет çурчĕ умĕнчи сквера ирхи зарядкăна тухрĕç.

9 Авăн, 2014

Текех чăрмав çук

Авăн уйăхĕн малтанхи икĕ кунĕнче туристсен Шупашкар хули çумĕпе иртекен тăватă пăрахутне тĕп хуламăрăн причалне кĕртменни халăхра шăв-шав çĕклерĕ. Порт дирекцийĕ çакна навигаци тапхăрне шăпах çав кун вĕçлени çинчен пĕлтернипе сăлтавларĕ.

9 Авăн, 2014

Газ çителĕклĕ

Авăн уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Шупашкар-3» ГРСран Шупашкар районĕнчи Хыркассинчи пысăк пусăмлă газопровод патне пыракан газопровода савăнăçлă лару-тăрура уçма хутшăннă.

9 Авăн, 2014

Ял-йыш уявра савăнчĕ

Тăван тăрăхăмăр историне тишкерсессĕн, унăн "тымарĕ" 18-мĕш ĕмĕртен аталанма пуçланнине куратăн. Çавăн чухне кунта чăтлăх вăрман кашланă. Çĕр улпучĕсен асапне чăтаймасăр çĕр хресченĕ унта хÿтлĕх шыранă. Çавăн пеккисенчен пĕри çурт лартнă. Каярахпа ыттисем майĕпен куçса килсе тĕпленнĕ.

9 Авăн, 2014

Йĕркене пăсакансене штраф тÿлеттермелле

Авăнăн 8-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци влаçĕн территори органĕсен тата хула округĕсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Строительство министрĕ Олег Марков Федерацин çурт-йĕр строительствин аталанăвне пулăшмалли фончĕпе /РЖС/ çыхăнса ĕçлени çинчен каласа кăтартнă.

9 Авăн, 2014

Пĕччен йывăçа çил те шеллемест

Чÿречерен пăхса мĕншĕн йĕрет кинемей?

Пурнăç йĕрки çапла: хуйха-савăнăçа кампа та пулин пайламалла, чуна тăвăрлатакан, ăша çунтаракан, пуçа ыраттаракан шухăша уçса парса ăнланупа çăмăллăх шырамалла, йывăрлăхра пулăшу ыйтмалла. Апла тăк пире ăнланакан çывăх çын кирлĕ. Кам-ши çав çын? Паллах, тăван.

9 Авăн, 2014

Вĕсем пуррипе вучах хĕмленет

Кашни районтах ыттисенчен мĕнпе те пулин палăрса тăракан ялсем пур. Куславкка районĕнчи хамăрăн Кунер ялĕ мĕнпе мухтанма пултарать-ши тесе шухăшласан тÿрех культура çурчĕ пуçа килчĕ. Совет самани вĕçлениччен хăтласа лартнăскер паян кĕрлесе кăна тăрать тесен те тĕрĕсех. 2014 çула Культура çулталăкĕ тесе йышăннăран кунта ĕçлекенсем кăçал пушшех пуçаруллă пулни сисĕнет. Календарьти кашни праçник ячĕпех концерт йĕркелеççĕ.