Archive - Раштав 2015 - Хыпар

декабрь 24th

24 Раштав, 2015

Приматсем

•Çĕр çинчи чи пĕчĕк примат тесе карлик евĕр игрункăна калама йышăннă. Унăн пысăкăшĕ 11-15 сантиметрпа танлашать, 22 сантиметр тăршшĕ хÿрине шута илмесен.

•Упăтесем хăйсене тĕкĕр çинче курсан палласа илееççĕ.

•Пĕррехинче пĕр упăте I? тестне питĕ лайăх пурнăçланă, вăл вăтам ÿсĕмри американăн ăс-тăнĕпе танлашать.

декабрь 23rd

23 Раштав, 2015

"Сывлăх", 50 /866/ №, 23.12. 2015

о Юн пусăмне тупăлха йĕркене кĕртет.
о Сыпă çине - кефир.
о Инсульт хыççăн вăй пухма.
о Сахăр диабечĕпе чирлесен традесканци пулăшать.
о Сунасран - вир пăтти.
о Карланкă парĕ шыçсан.
о Кавăнра каротин чылай ытларах.
о Час-часах кăкăр хĕртсен.
о Ӳт чирĕ - витилиго.

23 Раштав, 2015

КĂВАКАЛ ÇĂВĔ УЙРĂМАХ ПАХА

Сиплĕ выльăх çăвĕсем хушшинче кăвакал çăвĕ уйрăм вырăн йышăнать. Чи малтанах вăл - тĕлĕнмелле паха çуллă йÿçексен çăлкуçĕ. Çак йÿçексемсĕр этем организмĕ йĕркеллĕ ĕçлеме пултараймасть. Вĕсене пĕр орган та туса кăларайманнине кура унăн саппасне апат урлă пĕрмай çĕнетсе тăма тивет.

Паха çак йÿçексемсĕр пуçне кăвакал çăвĕнче сывлăхшăн усăллă микроэлементсем холин, селен тата Е витамин, олеин йÿçекĕ, бетаин, В4 витамин нумай. Асăннă витаминсемпе йÿçексем клеткăсен хупписене йĕркелеме тÿрремĕнех хутшăнаççĕ.

23 Раштав, 2015

ЯПĂХХИНЕ ЧАКАРАТЬ, ЫТЛАШШИНЕ КĂЛАРАТЬ

Кунжут - тĕлĕнмелле ÿсен-тăран. Унăн вăрринче питĕ хăватлă антиоксидант сезамин пур. Вăл онкологи чирĕсенчен сыхланма пулăшать, япăх холестерин шайне сахаллатать, ытлашшине кăларать, юн тымарĕсенчи вĕтĕ çу тăхисене ирĕлтерет, тромбсем пулса каясран, вĕсем юн тымарĕсене хупласа хурасран хÿтĕлет, атеросклероз хăрушлăхне чакарать.

23 Раштав, 2015

УЯВ САВĂНĂÇ КĂНА КӲТĔР

Çĕнĕ çул уявĕччен шутлă кунсем юлчĕç. Кашни çулах çак уяв умĕн вăл савăнăç кӳтĕр, ырăпа кăна асра юлтăр тесе тăрăшатпăр. Анчах хăш-пĕр чухне сыхлăх пирки манатпăр. Шел те, Çĕнĕ çул уявĕпе ун хыççăнхи вăрăм кану кунĕсенче хăрушсăрлăх йĕркисене шута илменнине пула çынсен сывлăхĕ сиенленнĕ тĕслĕх те сахал мар. Статистика палăртнă тăрăх, раштавăн 31-мĕшĕнчен пуçласа кăрлачăн 11-мĕшĕччен «васкавлă пулăшупа» травмпунктсен чылай ытларах ĕçлеме тивет.

23 Раштав, 2015

ШĂНСА ПĂСĂЛСАН СЫВЛĂХА ЛАЙĂХЛАТАÇÇĔ

Чире çĕнтерме пулăшакан темиçе меслетпе паллаштаратпăр. Вĕсем çанталăк сивĕтнĕ тапхăрта ап­т­ратакан чирсемпе кĕрешме, сывлăха лайăхлатма витĕм кÿреççĕ.

Апельсинпа техĕмлĕх

Суханпа ыхра шăршине килĕштермесен çак сĕнÿсемпе усă курма пултаратăр. Апельсина çурмалла касмалла, ăшĕсене гвоздика техĕмлĕх тăрăнтарса пÿлĕмсене хурса тухмалла. Гвоздика шăрши ыратнине лăплантаракан, микробсене хирĕç кĕрешекен витĕм кÿрет, апельсин шăрши пуç, сыпăсем, мышцăсем ыратнине ирттерет, иммунитета лайăхлатать.

Чĕлхе кăларса

декабрь 22nd

22 Раштав, 2015

«Хыпар» 243 (26905) №. 22.12.2015

22 Раштав, 2015

Вăйрах, вăйрах сăмах ахахĕ! Раштав уйăхĕн 18-мĕшĕнче

Наци библиотекинче «Вулакан Чăваш Ен» форум иртрĕ. Ăна Раççейре литература, Чăваш Енре Константин Иванов çулталăкĕ хупăннине халалланă. Форума Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăнчĕ.

22 Раштав, 2015

Паттăрсене пĕлмен ачасем, багажникри эрех...

Ĕç тăвакан влаç органĕсен, муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлăва ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ку хутĕнче пĕтĕм тĕнчери рейтинг агентствисем Чăваш Енри лару-тăрăва хаклани çинчен пĕлтернинчен пуçларĕ. Хаклав лайăх, çак рейтингсем республикăна çĕнĕ инвестицисем илсе килме пулăшĕç.

22 Раштав, 2015

Поэтăмăр - вилĕмсĕр

«Çĕршывăм, çĕршывăм, мĕн кирлĕ сана?» кăшкăруллă ыйту манăн мар, паянхи чăвашсем «пирĕн чыс та совĕç» тесе хисеплекен, репресси хăямачĕ витĕр тухнă чăн поэтăн, Митта Ваçлейĕн. 1926 çулта çырнă сăввине çакăн пек ят панă вăл. «Мĕскер эс ыйтатăн? Мĕскер ăмсанан? Пуянлăх, хаваслăх е ĕмĕрлĕх ят?

Pages