Archive - 13 Нарăс, 2015 - Хыпар

13 Нарăс, 2015

«Хыпар» 24-25 (26680-26681) №. 13.02.2015

Владимир Якунина пирĕн предприятисем килĕшнĕ. IX регион конференцийĕ иртрĕ.

Пур - пĕрле, çук - çурмалла... Экономикăри йывăрлăхсене тÿссе ирттермелли тĕп çул-йĕре палăртнă.

Ростислав Тимофеев: уласлăхăмăр çĕнĕ тĕссемпе çуталтăр

Шадриха пепкине качча париччен пурăнмаллах. Раççей тава тивĕçлĕ, Чăваш халăх художникне Николай Карачарскова 80 çул

«...Тивĕçе эпир чыслăн пурнăçланă» Афган вăрçин ахрăмĕ

13 Нарăс, 2015

Владимир Якунина пирĕн предприятисем килĕшнĕ

Февралĕн 11-мĕшĕнче Шупашкарти "ЭЛАРА" обществăра "Чукун çул техникине туса кăларакансен пĕрлĕхĕ" коммерциллĕ мар пайташлăх членĕсен пĕрлехи пухăвĕ тата IX регион конференцийĕ иртрĕ. Унта çĕршыври 150 организацирен, çав шут­ра республикăри 15 предприятирен, 222 çын хутшăнчĕ.

13 Нарăс, 2015

Пур - пĕрле, çук - çурмалла...

РФ Правительствин йышăнăвĕпе экономикăри йывăрлăхсене тÿссе ирттермелли тĕп çул-йĕре палăртнă, регионсене план туса хатĕрлеме хушнă. Вырăнти улшăнăва Мускав куçран вĕçертмест, тĕрĕслесех тăрать. Хальхинче Шупашкара федерацин Ĕçлев тата ĕçпе тивĕçтерекен службин ертÿçин заместителĕ Максим Паршин килсе çитни те çавна çирĕплетет.

13 Нарăс, 2015

Ростислав Тимофеев: уласлăхăмăр çĕнĕ тĕссемпе çуталтăр

Пĕлтĕрхи ĕç-хĕле тишкерсе пĕтĕмлетесси, çĕнĕ тĕллевсем палăртасси заводсемпе предприятисенче, район-хула администрацийĕсенче кăçал нихçанхинчен те анлăрах, тĕплĕнрех иртеççĕ. Ахальтен мар: сăлтавсем, халиччен пулманнисем, халăхăмăр çине йăтăнса ансах тăчĕç вĕт. Çутçанталăк синкерĕ - пăрлă çумăр - шарт сиктерчĕ, республикăри вуншар яла пысăк тăкак кÿчĕ. АПШпа Европапĕрлĕхĕн санкцийĕсем экономикăна тухăçлăрах аталантарма чăрмантараççĕ, халĕ те ура хураççĕ. Çавна май ĕçĕмĕрсене çĕнĕлле йĕркелеме хистеççĕ. Лайăхрах тумитлесен хистевсĕрех çаврăнăçуллă, пуçаруллă пулмалла пирĕн.

13 Нарăс, 2015

Ют ачасем пулмаççĕ, е «Хăрушлăхсăр электричество»: малаллине кĕтĕр

Çил хĕрача аллинчи тĕрлĕ тĕслĕ хăмпăсене туртса илет те вĕсем вĕçсе кайнă май трансформатор подстанцийĕн провочĕсенчен çакланаççĕ. Хĕр пĕрчи макăрманни кăна. Юлташĕ ăна пулăшма васкать. «Самантрах илсе анса паратăп!» - тет арçын ача. Хĕрача аслисене чĕнме сĕннине те хăлхана чикмест: «Эп хамах!» Проводсем патне хăпарать...

13 Нарăс, 2015

Шикленмен, анчах кĕрĕк пĕркеннĕ

Пĕлтĕрхи октябрьте ир еннелле Шупашкарти Ермолаев урамĕнчи лавккаран преступниксем хаклă йышши 23 кĕрĕк вăрланă. Чăн-чăн профессионалсем ĕçлени куçкĕрет: хупă лавккана кĕрсе таварăн пысăк партине илсе тухмашкăн вĕсене 2 минута яхăн кăна кирлĕ пулнă. Хурал тĕлĕрмен, сигнализаци ĕçлесе кайнă хыççăн часах çитнĕ. Анчах вăрăсем тарса çухалма та ĕлкĕрнĕ. Преступниксем хăйсене тупаймĕç тенĕ пуль те - вĕсене хирĕç те профессионалсемех ĕçлеççĕ: çак кунсенче ЧР Шалти ĕçсен министерствин уголовлă шырав управленийĕн ĕçченĕсем чăрсăр преступление уçса пани çинчен евитлерĕç.

13 Нарăс, 2015

Шадриха пепкине качча париччен пурăнмаллах

Раççей тава тивĕçлĕ, Чăваш халăх художникĕпе Николай Карачарсковпа унăн 80 çулхи юбилейĕ умĕн тĕлпулсан чăтаймарăм - çапла ыйтрăм, «Ытла та правур, лара-тăра пĕлместĕр, хăвăр çак çула çитнине туятăр-и?» «Курава хатĕрленнĕ май канлĕхе çухатрăм, картинăсене вырăнтан вырăна куçарса çÿреме тивет, çакă канăçсăрлантарать, ытти енĕпе - йĕркеллех, чун яланах çамрăк вăл», - пулчĕ хурав.

13 Нарăс, 2015

Анатолий Марков: "Чи пысăк чыс – халăх тавĕпе хисепĕ"

Тăван тăрăха килмессеренех эпĕ пушă вăхăт тупса Элĕкри литературăпа таврапĕлÿ музейне кĕрсе тухатăпах. Вăл, вуншар çул каялла йĕркеленнĕскер, тĕрлĕ экспонатпа пуянланса та çĕнелсех пырать. Ку тăрăхран республикипех паллă çынсем сахал мар тухнă. Вĕсем район чысне çĕклеççĕ, ыттисемшĕн ырă тĕслĕх шутланаççĕ. Кашни валлиех уйрăм кĕтес уйăрнă музейре. Эпĕ Хитекушкăнь ялĕнчи Марковсен çемйине халалланă ятарлă стенд умĕнче чарăнатăп.

13 Нарăс, 2015

«...Тивĕçе эпир чыслăн пурнăçланă»

Тахçан вуланă «Кашни вăхăтăн-тапхăрăн хăйĕн паттăрĕсем, кăмăл-сипечĕ пур» ăслай ялан аса килет. Вăл çаплах пулĕ-ха, анчах тăнăç çĕр çинче, янкăр кăвак тÿпере сарă хĕвел ярăннă вăхăтра Раççей чиккисенче е хĕрÿ ытти вырăнта 19-22 çулти çамрăксем кăра та шелсĕр тăшманпа çапăçса пуç хунине, кирек мĕн калăр та, ăспа хакласа чунпа йышăнма питĕ йывăр. Тăшманĕ - пĕтĕм тĕнчери террор ушкăнĕсемпе укçашăн пуç касма хатĕр, тăванне шеллемен Афганистан душманĕсем, Пакистан моджахечĕсем...

13 Нарăс, 2015

Телехыпарлав çул çыравĕ

Чăваш Ене телекурав хыпарлавĕ миçемĕш çулсенче çитнĕ? Телевизорсем хăçан тĕспе кăтартма пуçланă?

П.ВАСИЛЬЕВ. Çĕмĕрле районĕ.

Чăваш Республикинчи телехыпарлав историйĕ 1961 çулхи сентябрĕн 5-мĕшĕнчен пуçланать. Ун чухне Шупашкарти телекурав студийĕ сăнав шайĕнче пĕрремĕш кăларăмне кăтартнă.

Pages