Archive - Çу 2015 - Хыпар

мая 19th

19 Çу, 2015

Вăрçă çулĕсемпе - телей патне

Эпир, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă салтаксен ачисем, вĕсен асаилĕвĕсене хут е магнитофон ленти çине çырса юлма васкамасăр пысăк йăнăш турăмăр. Тен, вĕсем - тĕнчене çăлса хăварнăскерсем - хăйсем питĕ сăпайлă пулнăран пире те çапла пулма вĕрентсе çитĕнтернĕрен эпир вĕсем çинчен хаçат редакцийĕсене çырса яман, кĕнеке издательствисен алăкĕсене шаккаман, радиостанцисемпе телевидени студийĕсене талпăнман. Атте-аннесем çав хаяр çулсенче кăтартнă паттăрлăх çинчен, ан тив, вăл мухтанмаллиех мар пулсан та, çырса илмеллех пулнă ĕнтĕ.

19 Çу, 2015

Вăрçăра та, мирлĕ ĕçре те хастар пулнă

Михаил Павлович Павлов 1906 çулхи ноябрь уйăхĕнче Вăрмар районĕнчи Арапуç ялĕнче чухăн хресчен çемйинче çуралнă. Ашшĕ-амăшĕ, Павел Матвеевичпа Ирина Сидоровна, ялта ятлă çынсем пулнă. Виçĕ ывăлпа икĕ хĕр çитĕнтернĕ вĕсем: Анисим, Михаил, Сергей, Мария тата Марфа.

19 Çу, 2015

Асанкассисем те паттăрлăх кăтартнă

Асанкасси - Комсомольскинчен 12-13 çухрăмри сĕм вăрманта вырнаçнă авалхи чăваш ялĕ. Вăрçă умĕн 470 киле яхăн шутланнă, 2000 ытла çын пурăннă. Паянхи кун 426 килте 1217 çын пурăнать.

Вăрман халăхĕ - харсăр, ĕçчен. Асанкассисем те - вăрмана хисеплекен, юратакан çынсем. Вĕсен ĕçĕ, пурнăçĕ ытларах вăрманпа, йывăçпа çыхăннă.

19 Çу, 2015

Ĕçе малалла тăсма май килмест

"Хыпарăн" апрелĕн 10-мĕшĕнчи номерĕнче "Клубпа библиотека уçăласса кĕтетпĕр" статья пичетленнĕччĕ. ЧР культура министрĕн çумĕ Татьяна Казакова хаçатра çырнине ăнлантарса çапла хурав пачĕ:

19 Çу, 2015

Нарспипе Сетнер палăкĕсем пулĕç

Хирти сарă чечеке
Ăшă куçпа кам пăхмĕ?
Çакăн пек хитре хĕре
Мĕнле каччă юратмĕ?
Константин Иванов

Мĕн тери янăравлă вĕт-ха тĕнчипе паллă «Нарспи» поэмăн йĕркисем.

мая 16th

16 Çу, 2015

Собрание законодательства Чувашской Республики. №2 - 2015 от 16 мая 2015 года

РАЗДЕЛ  ПЕРВЫЙ

Закон Чувашской Республики от 18 февраля 2015 года № 1 «О внесении изменений в Закон Чувашской Республики «О выборах Главы Чувашской Республики».

мая 15th

15 Çу, 2015

«Хыпар» 85-86 (26737-26738) №. 15.05.2015

15 Çу, 2015

Ентешсем çинчен - фильм та, кĕнеке те

Елчĕк районĕнчи Кушкă ялĕнчен канăçсăр, пурне те пĕлме юратакан икĕ таврапĕлÿçĕ тухнă. Саккăрмĕш теçеткене вакланă И.Трофимов вырăнти пĕрлешÿллĕ хуçалăхра бригадирта, агрономра, колхоз председателĕн заместителĕнче вăй хунă. Унтан чĕрĕк ĕмĕр кĕçĕнрех В.Галошев 1995 çулта И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн журналистика факультетне пĕтернĕ хыççăн çак аслă шкулăн наука сотрудникĕнче, тĕрлĕ хаçат редакцийĕнче тата Чăваш Патшалăх Канашĕн аппаратĕнче ĕçленĕ.

15 Çу, 2015

Цифрăсенче - паттăрлăх, вилĕмсĕрлĕх

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă кунах Чăваш Республики те хăйĕн паттăр ывăл-хĕрне çапăçу хирне ăсатма пуçланă. Тăватă çул хушшинче тĕрлĕ фронтра пирĕн республикăра çуралса ÿснĕ 208 пин ытла çын Тăван çĕршывăн никама пăхăнманлăхĕпе ирĕклĕхĕшĕн паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнă, чылайăшĕн тăван тăрăха чĕррĕн-сыввăн таврăнма шăпи тухман. Аслă Çĕнтерĕвĕн 70 çулхи юбилейĕ умĕн вĕсем çинчен тĕплĕн каласа кăтартас тĕллевпе республикăри çар комиссариатне хамăр сĕнÿпе тухрăмăр.

Pages