Archive - 7 Утă, 2015 - Хыпар

7 Утă, 2015

«Хыпар» 134 (26786) №. 7.07.2015

7 Утă, 2015

Ярмăрккара та пулчĕ, комплекс та уçрĕ

Июлĕн 3-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев йăлана кĕнĕ Тихвин ярмăрккинче тата Çĕрпÿ районĕн ĕçпе юрă тата спорт уявĕнче - Акатуйра - пулчĕ.

7 Утă, 2015

Нихăçан та манмăпăр

Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканМихаил Игнатьев Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăлта Совет Союзĕн икĕ хут Геройне, Чăваш Республикин Хисеплĕ гражданинне, авиаци генерал-майорне Андриян Григорьевич Николаев космонавт- летчике халалласа ирттернĕ астăвăм митингне хутшăннă.

7 Утă, 2015

Тĕп юсав валли нухрат хывмаллах

ЧР парламенчĕн спикерĕ Юрий Попов ертсе пынипе Правительство çуртĕнче нумай хваттерлĕ çуртсенче тĕп юсав ĕçĕсем ирттерес ыйтупа регионсен хушшинчи семинар-канашлу иртрĕ. Ĕçлĕ тĕлпулăва Киров, Оренбург, Ульяновск облаçĕсенчи, Мари Эл, Удмурт республикисенчи саккунсем йышăнакан органсен представителĕсем, ЧР Правительство членĕсем, хуласен администраци пуçлăхĕсем пухăнчĕç.

7 Утă, 2015

Ачамăрсем сывă та телейлĕ ÿсчĕр

Ачасемпе çамрăксене спортпа туслаштарасси, демографи лару-тăрăвне лайăхлатасси, çитĕнекен ăрăвăн кăмăл-сипечĕпе ăс-тăн аталанăвне ÿнер ырă витĕм кÿни - шăпах çак тата ытти ыйтăва сÿтсе яврĕç 2012-2017 çулсенче Ачасен интересĕсемпе пулса пыракан Наци стратегине пурнăçа кĕртессипе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнче ĕçлекен координаци канашĕн ларăвĕнче.

«Ашшĕ-амăшĕ пулма пĕчĕкренех хăнăхтармалла»

7 Утă, 2015

Мускавра, писательсен съездĕнче

Тĕлĕнмелле çак сăнÿкерчĕке Чăваш халăх поэчĕ Ваçлей Давыдов-Анатри тепĕр ăрури Чăваш халăх поэтне Валери Туркая парнелесе хăварнă. Ăна 1958 çулта Мускавра РСФСР Писательсен союзĕн учредительнăй съездĕнче ÿкернĕ. Истори, культура тĕлĕшĕнчен реликви пулса тăнă сăнÿкерчĕкре кама куратпăр-ха?

7 Утă, 2015

Патшалăх пĕлтерĕшлĕ мероприяти

Июль уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Республикин Правительствин Пĕтĕм Раççей ялхуçалăхĕн 2016 çулхи çыравне хатĕрленсе ирттерес енĕпе ĕçлекен комиссийĕн ларăвĕ пухăнчĕ. Курав конференцийĕ мелĕпе йĕркеленĕ ĕçлĕ калаçăва район-хула администрацийĕсен ертÿçисем хутшăнчĕç, ăна Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ертсе пычĕ.

Малашлăх программине хатĕрлемелли çăлкуç

7 Утă, 2015

Кросс чупнă чухне ачалăхăм аса килет

«Кросс - спортăн чи илĕртÿллĕ тĕсĕсенчен пĕри. Кросс чупма питĕ интереслĕ, яка çулпа чупассинчен кăткăсрах вăл. Айлăмлă-тĕкĕмлĕ, пылчăклă-кÿлленчĕклĕ трасса çинче чупнă чухне ачалăха аса илетĕн. Куракансем те килĕштереççĕ кроса», - тет Чăваш Енри чи маттур кроссмен Александр НОВИКОВ.

7 Утă, 2015

Аттестатсăр-и? Ăна кăçалах илме шанчăк пур!

Шкул пĕтерекенсем Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене тытни çинчен вулакана пĕлтерсех тăтăмăр. Акă кăçалхи кампани пĕтĕмĕшле хыçа юлчĕ те - пĕтĕмлетÿ тума вăхăт çитрĕ. Çак сăлтавпа июнĕн 2-мĕ-шĕнче ЧР Вĕренÿпе çамрăксен политикин министерствинче брифинг йĕркелерĕç. Ăна министрăн пĕрремĕш çумĕ Светлана Петрова ертсе пычĕ.

7 Утă, 2015

Уртаракан чиртен асăрханмалла

Июнĕн 17-мĕшĕ тĕлне республикăра чĕрчун урнă 56 тĕслĕхе шута илнĕ. Тилĕпе - 44, йытăпа - 7, кушакпа - 4, пăсарапа 1 çыхăннă.

Вăрманти-уйрисем çак хăрушă чире кăçал пĕлтĕрхинчен ытларах ертеççĕ. Етĕрне /13/, Çĕмĕрлепе Пăрачкав /6-шар/, Куславкка, Муркаш тата Шупашкар /4-шар/, Элĕк, Канаш, Улатăр /2-шер/, Вăрнар /1/ Çĕрпÿ, Йĕпреç, Хĕрлĕ Чутай районĕсенче тата Шупашкарта /3-шер/ тупса палăртнă. Чĕрчун урнă тĕслĕх январь-май уйăхĕсенче пĕлтĕрхи çав хушăринчен 11 хутчен хушăннă.

Pages