Archive - 25 Авăн, 2015 - Хыпар

25 Авăн, 2015

Йĕплĕ карта хыçĕнчи чечексем

Çĕршыври паллă право хÿтĕлевçи, Айăпланнисене пулăшакан фондăн, Общество сăнав комиссийĕн ертÿçи Мария Каннабих черетлĕ хут Чăваш Енре пулчĕ. Чĕнчĕç те - эпир яланах хатĕр: унпа пĕрле Федерацин айăплава пурнăçлакан службин Çĕрпÿ районĕнчи сипленсе юсанмалли 7-мĕш тата Куславккари юсанмалли 5-мĕш колонийĕсенче пултăмăр.

25 Авăн, 2015

Кам пĕрремĕш пуçлать - çав выляса ярать

Украинăри лару-тăру пирки çĕннине нимĕнех те калаймăн. Лайăххи нимĕн те çук, вăрçă пырать. Çакна федераци телеканалĕсем Донецкри тата Луганскри ватăсене çунса кăмрăкланнă çурчĕсен умĕнче, Мускава самолетпа сипленме илсе килекен сусăрланнă ачасене кăтартса куллен ĕнентереççĕ. Анчах çав репортажсенче тем каласа çитерейменни сисĕнет - Донбасри нумай хваттерлĕ арканнă çуртсенчи арçынсемпе хĕрарăмсем хăйсен ылханне такам çине янăн туйăнать.

25 Авăн, 2015

«Патреккел ялне качча килнĕшĕн пĕрре те кулянмастăп»

«Таврана кĕр сăнĕ çапсан пахчара киленсе утса çÿреме юрататăп. Сухансем çарăк пек сарăлса выртаççĕ! «Ман çине пăх-ха, эпĕ çакăн пысăкăш пулнă», - тенĕнех туйăнать вара. Нумай çын кĕркуннене юратмасть.

Pages