Archive - Ака 2017 - Хыпар

1 Ака, 2017

Юратăва 70 çул упраççĕ

"Мăшăра хытăрах ыталăр!.." — сăн ÿкерме хатĕрленнĕ май вĕткеленетĕп Етĕрне районĕнчи Мăн Йĕкĕтри Ярандайкинсен килĕнче. Калаçăва çакнашкал пуçласса кĕтмен 93-ри Иван Моисеевич сасăпах кулса ячĕ. Вăй-хал тапса тăнă вăхăтра ял-йыша сывлăх сунса иртнĕ чухнехи пекех çĕкленÿллĕ унăн кăмăлĕ.

1 Ака, 2017

Сысна кăшкăрни — ырра мар...

Тĕлĕнмелле канасланса кайрĕ пурнăç. Пирĕн асат­­те-асанне тĕл­ленме те пултарайман япаласем çиçĕмле хăвăртлăхпа кĕрсе пыраççĕ йăлана. Калăпăр, хулара пурăнакансене нумай пулмасть кăна-ха ăмсанса пăхаттăмăр — ара, вĕсем килтен тухмасăрах пĕр-пĕринпе хутшăнма пултараççĕ-çке, телефонпа шăнкăравласа кăна калаçаççĕ... Халĕ вара çак ырлăх яла та çитрĕ. Кинемейсем те хапха умне тухса лараççĕ те ачи-пăчи, мăнукĕсем патне шăнкăртаттараççĕ, лешсем мĕнле пурăннине ыйтса пĕлеççĕ.

1 Ака, 2017

Çĕрлехи тĕлпулу

Шак! Шак! Шак! Илтĕнчĕ чÿречерен шакканă сасă. Аня васкаса тăчĕ. Хăйĕн çине алăк умĕнче çакăнса тăракан пысăк ăшă тутăрне уртрĕ те васкасах çенĕке тухрĕ. "Кам унта?" тесе те ыйтмарĕ вăл. Коля иккенне ахалех пĕлет.

— Хăçантанпа курман-çке. Тунсăхларăм, — алăк уçнă-уçман савнийĕн мăйĕнчен уртăнчĕ вăл. Арçын та ăна хыттăн çупăрларĕ. Пĕр кана вырăнтан хускалмасăр антăхса каясла чуптурĕç.

1 Ака, 2017

«Вĕренмелле тата вĕрентмелле»

Шупашкарти Воробьев композиторсен урамĕ — илемлĕ вырăнсенчен пĕри. Хула варринче — истори никĕсĕнче — вырнаçнă вăл. Икĕ кĕпер хушшинчи урама чăваш музыкин историйĕнче тарăн йĕр хăварнă ашшĕпе ывăлне халалланă.

«Çиме çăкăр та çукчĕ»

Pages