Archive - 2017 - Хыпар

декабрь 12th

12 Раштав, 2017

Хастарлăхĕ ачаранах туптаннă

Яшлăх çулĕсенче, анне пурăннă чухне, тăван ялăма — Канаш районĕнчи Атнаша — час-часах каяттăм. Вăхăт тупса шкула çитеттĕм, ачасен пĕлÿ тĕнчинчи, общество ĕçĕпе спортри çитĕнĕвĕсемпе çывăхрах паллашаттăм. Учительсем пултаруллă вĕренекенсенчен чи малтан Владимир Иванов ырă тĕслĕх кăтартнине, пуçаруллă та хастар пулнине палăртатчĕç.

12 Раштав, 2017

Асăрханулăх — чи шанчăклă çулташ

Федераци тата республика пĕлтерĕшлĕ çулсене пăхса тăрассишĕн яваплă «Воддорстрой» общество, "Чăвашупродор" хысна учрежденийĕ тĕлĕшпе ыйтусем çук-ха, «Мезон» компани тĕлĕшпе вара ÿпкев пур. Çакна ЧР ШĔМĕн Çул çÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн управленийĕн пуçлăхĕ Владимир Романов иртнĕ кĕçнерникун журналистсемпе черетлĕ хут курнăçнă май палăртрĕ.

12 Раштав, 2017

Медицина туризмĕ вăй илет

Шупашкар хула администрацийĕ йĕркеленипе Мускавра Пĕтĕм тĕнчери «MedTravelExpo – 2017. Санаторисем. Курортсем. Медицина центрĕсем» курав ĕçленĕ.

Унта тĕрлĕ çĕршыври санаторипе курорт комплексĕсем, медицина учрежденийĕсем тата туризм компанийĕсем хутшăннă. Куравра хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕпе Чăваш Енри санатори те паллаштарнă. Организаци паллă туроператорсемпе тата Испанипе Грецири сиплев  чрежденийĕсемпе çыхăну тытасси пирки килĕшÿ тунă.

декабрь 8th

8 Раштав, 2017

Хăçан çул пулĕ?

Элĕк районĕнчи Тури Вылă ялĕнче хăçан çул туса парĕç-ши? Урамсене пушар машини те, «васкавлă пулăшу» та кĕрсе тухаймасть…

И.МИХАЙЛОВА.

Элĕк районĕ.

Александр ТЕРЕНТЬЕВ, Элĕк районĕн администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ:

— 2012 çулта Тури Вылă ялĕнчи çула вак чул сарса хытарнă. Ку ĕç-хĕле каярахпа та кашни икĕ çулта пĕрре пурнăçланă. 2017 çулта 165 метр вак чул сарнă.

8 Раштав, 2017

«Corruptio» «пăсăк» тенине пĕлтерет…

Тĕнчери взяткăсен çулленхи калăпăшне специалистсем пĕр триллион доллар шайĕнче хаклаççĕ. Çавна май киревсĕр çак пулăм тĕнче экономикине мĕнешкел çухату кÿнине чухлама та йывăр — сиен питĕ пысăк. Çийĕнчен — халăх влаçа шанманни… Ку сиене вара укçапа виçеймĕн. Раççейре те коррупци тымарĕсем тарăнни вăрттăнлăх мар. Республикăри лару-тăрупа Пĕтĕм тĕнчери коррупципе кĕрешмелли кун умĕн курнăçнă май пире ЧР прокуратурин коррупципе кĕрешмелли саккунсене пурнăçланине сăнаса тăракан пайĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Денис Васильев паллаштарчĕ.

Pages