«Кашни çемьене — уйрăм çурт е хваттер!» — çак лозунг иртнĕ ĕмĕрте чи курăнакан вырăнта çакăнса тăратчĕ. Нумай çемьешĕн вăл паян та пысăк пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен çывăх çынсем патĕнче хĕсĕнме, хваттере тара илме тивет.
Хаçат ĕçĕпе çула тухсан ял хуçалăх предприятийĕсен тата хресчен-фермер хуçалăхĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе çеç мар, почтальонсем вырăнта хаçат-журнал çырăнтарас кампание епле хутшăннипе те кăсăкланатăп. Муркаш районĕнчи «Герой» ЯХПК правленийĕпе Шурча ялĕнчи почта пĕр çуртра вырнаçнăран харăсах унта та, кунта та пулма ĕлкĕретĕп. Çыхăну уйрăмĕн пуçлăхĕ Алена Антонова хăйне яланхиллех вăр-вар тытнинчен, çав вăхăтрах ял çыннисемпе ытла та çепĕç пулнинчен çав-çавах тĕлĕнме пăрахаймастăп.
70 çул каялла Патăрьел районĕнчи Красномайск ялĕнче çут тĕнчене килнĕ Леонид Журавлев аспирантурăра ял хуçалăх ăслăлăхĕсен кандидачĕн диссертацине хÿтĕлеме хатĕрленнĕ çулсенчех тăван «Ленинец» колхозра чылай çĕнĕлĕхе ĕçе кĕртнĕ. Унччен хуçалăх кашни гектартан вăтамран 150 центнер çĕр улми туса илнĕ, 1975 çулта — 315. Республикăри чи пысăк тухăç пурне те тĕлĕнтернĕ. Механизациленĕ бригадăсем йĕркелени те тухăçлă ĕçлеме май панă.
Концертпа никама та тĕлĕнтереймĕн пулĕ халь. Афишăсенче камăн ятне кăна асăрхамастăн- ши?! Куç умĕнче пурте хутăшса каяççĕ те мĕн курнине те аса илейместĕн вара. Пĕрисем хăнăхнă йăларан пăрăнмасăр пĕр «шаблонпа» концерт йĕркелеççĕ пулсан теприсем хăйне евĕрлĕх кĕртме хăтланаççĕ. Анчах кашнинчех кĕтнĕ пек пулаять-ши?
2020 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен пенси тытăмне çĕнĕлĕхсем кĕртекен федераци саккунĕсем тата норматив акчĕсем вăя кĕчĕç. Çав улшăнусем çинчен РФ Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн управляющийĕ Роза Кондратьева каласа кăтартрĕ.
Канаш хули 1892 çулта никĕсленнĕ. Унăн кун-çулĕ Шăхран ялĕ (малтанхи ячĕ) çумĕнче чукун çул тума тытăнсан çырăнма пуçланă. Канаш станцийĕ пирĕн çĕршыври чылай ялпа хулана çыхăнтарать. Хула витĕр вун-вун пуйăспа пин-пин çын иртсе çÿрет.