Archive - Хыпар

август 6th, 2014

6 Çурла, 2014

НФЦра та май килет

Чăваш Енре Патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнче /ПППП/ регистрациленнĕ чухне çын хăй кам пулнине ĕнентермешкĕн халĕ нумай функциллĕ центрсенче /НФЦ/ те май килет.

Республикăра заявка паракан çын хăй кам пулнине ĕнентерессин тата ПППП учет çыравĕн пункчĕсене тестлас ĕç кăçалхи çурла уйăхĕнче пуçланать. ЧР Информаци политикипе массăллă коммуникацисен министерстви çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнче Раççей Çыхăнупа массăллă коммуникацисен министерствине тивĕçлĕ ĕçсене пурнăçласси пирки заявка ăсатнă.

6 Çурла, 2014

Çÿллĕ çĕртен ÿкеççĕ, шывра путаççĕ...

Çак кунсенче ачасен хăрушсăрлăхĕн темипе брифинг иртнĕ. Унта ачасем пурăнмалли çуртсен чÿречисенчен тухса ÿкнипе тата шывра путса вилнипе çыхăннă инкексене сÿтсе явнă.

6 Çурла, 2014

Строитель профессийĕсем - пурнăç ыйтакан специальноçсем

Строительствăпа çыхăннă професси е специальноç илнисемшĕн хальхи вăхăтра республикăра малашлăх чăннипех пысăк. Пирĕн хутлăхра пурăнмалли условисене лайăхлатас енĕпе палăртнă патшалăх программисем ăнăçлă ĕçлеççĕ, строительство калăпăшĕ çулсерен ÿссе пырать. Патшалăх программипе килĕшÿллĕн кăçал республикăри строительство отрасльне 9 млрд тенкĕлĕх бюджет инвестицийĕ хывма палăртнă.

6 Çурла, 2014

Алимент тÿлемесен...

РФ Уголовлă кодексĕн 157 статйинче ашшĕ-амăшĕ судăн çул çитмен ачисем валли укçа тÿлеттермелли йышăнăвне пурнăçлассинчен сĕмсĕррĕн пăрăнсан вĕсене уголовлă майпа явап тыттарассине çирĕплетнĕ - çулталăклăха ирĕклĕхсĕр хăварасси таранах. Анчах хăшĕ-пĕри хăйсен тăван тĕпренчĕкĕсен шăпи çине алă сулать кăна мар, уголовлă яваплăхран та хăрамасть.

Тăвай районĕн территорийĕнче суд приставĕсен службин дознавателĕ 2014 çулăн пĕрремĕш çурринче алимент тÿлемен çынсем тĕлĕшпе уголовлă 2 ĕç пуçарнă. Вĕсене тĕпчессине прокуратура сăнасах тăчĕ.

6 Çурла, 2014

Типографие ярса илесшĕн пулнă

Укçа, пурлăх вăрлани час-часах пулать-ха - унашкалли тĕлĕнтермест. Ку тĕслĕхре вара ултавçăсем сумлă предприятие ярса илме тăнă.

Следстви комитечĕн республикăри управленийĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ ĕçсене тĕпчекен пайĕ тĕп хулари типографисенчен пĕрин директорĕ тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă ĕнтĕ. Ăна юридици вăйĕнчи тытăмсен патшалăхăн пĕрлехи реестрне суя кăтартусем кĕртнĕшĕн тата уйрăмах пысăк виçепе улталама тăнăшăн айăплаççĕ. Пысăк виçепе пулмасăр - предприяти хакĕ 93 млн тенкĕ ытла вĕт!

6 Çурла, 2014

Маçтăрсен йышĕ ÿсет

ЧР Физкультурăпа спорт министерствин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх - паянхи кун республикăн пĕрлештернĕ командисен йышĕнче спортăн 143 мастерĕ, тĕнче класлă мастерăн нормативне тултарнă 41 спортсмен тата РФ спортăн тава тивĕçлĕ 9 мастерĕ тĕрлĕ ăмăртура Чăваш Ен чысне хÿтĕлет.

6 Çурла, 2014

Фитнес-аэробика пики

Ун евĕр пикене спортсменка, чиперкке, общество хастарĕ тесе калаççĕ. Маттур та тăрăшуллăскере, республикăри фитнес-аэробика федерацийĕн ертÿçине çапла хаклани вырăнлă. Унăн пултарулăхĕпе ĕçченлĕхне те Чăваш Ен Пуçлăхĕ пысăк хак панă.

6 Çурла, 2014

Ирчченех янăрарĕ юрă-кĕвĕ...

Çĕрпÿ районĕнчи Пысăк Чăрăш ялĕнчи тасатса çĕнетнĕ пĕве таврашĕнче утă уйăхĕн хĕвеллĕ пĕр кунĕнче халăх хĕвĕшрĕ кăна. В.Иванов староста ертсе пынипе ватти те, вĕтти те ял уявне паллă тума пухăннă. Ку мероприяти кăçалхипе тăххăрмĕш хут иртрĕ.

6 Çурла, 2014

Анатолий Иванов - республикăри чи лайăх водитель

Улатăрта автобус водителĕсен професси ăсталăхĕн конкурсĕ пулнă. Ăмăртусем икĕ тапхăрпа иртнĕ. Малтанах Улатăр хула администрацийĕн çуртĕнче конкурсантсем çул-йĕр правилисене пĕлессипе экзамен тытнă. Хула лапамĕнче вара маневрсем туса ярăнассипе ăмăртнă.

август 5th

5 Çурла, 2014

Вăрмарсен çивĕч ыйтусем капланнă

ЧР Пуçлăхĕ эрне кун кунĕпех Вăрмар районĕнче ĕçлерĕ. Ирхи 8 сехете Аслă Пинер ялне çитрĕ, асфальт çула /1,03 км/ хĕрлĕ хăю касса уçма хутшăнчĕ. Ăна хывма ЧР хыснинчен - 29 млн, район бюджетĕнчен 1,9 млн тенкĕ уйăрнă. Çул шкулпа автотрассăна çыхăнтарать. Ял çыннисем савăнăçлă пухăва йышлăн пуçтарăннă.

Pages