Archive - 2016 - Чăваш хĕрарăмĕ

апреля 16th

16 Ака, 2016

Вĕçсе пырать машина... шăтăк-путăк çулпала

Кăçалхи хĕл çул-йĕре уйрăмах начар витĕм кÿни пирки кахал çын кăна калаçмасть-тĕр. Ара, çуран утакан та, машина рулĕ умне ларакан та пĕр çулпах çÿретпĕр вĕт. Вăл вара ай-яй! хăрушшăн курăнать юр кайса пĕтнĕ майăн. Ахальтен мар пулĕ кăçал çĕнĕ каларăш сарăлчĕ халăхра - юрпа пĕрле... çул та ирĕлет. Хулара та сахал мар тарăхтарать-ха лакăм-тĕкĕм. Анчах та районсенче тата начартарах лару-тăру. Каçарăр та, каçхине хĕрарăмăн çие юлнă пулсан ирхине пĕр-пĕр района çула тухса каялла киле çаврăнса çитиччен хырăм ÿкесси те инçе мар.

март 9th

9 Пуш, 2016

Тен, пирĕн ачара гени пытаннă...

«Часах! Часах! Часах! Раççейри кашни çуртрах! Килти ĕçсене пурнăçланă... Амăшĕн сасси çĕтнĕ... Ачисен хăлхи илтми пулнă... Кÿршĕсем килти ĕçе пăхмасăр вĕреннĕ, йытă каласа панă! Эх, часах вĕсем — ашшĕ-амăшĕн пухăвĕсем — пуçланаççĕ: тÿлевсĕр кĕртеççĕ, укçалла кăлараççĕ... Вĕ­ренÿ çулĕ амăшĕсемшĕн ача кĕтнĕ пекех — 9 уйăх тăсăлать. Иккĕмĕш эрнеренех кăмăл пăтранма тытăнать. Амăшĕсем, çывхарса килекен çĕнĕ вĕренÿ çулĕ ячĕпе сире! Ăнăçупа чăтăмлăх!» — вулатăп Интернетри пĕр шÿте.

февраль 20th

20 Нарăс, 2016

Полк ывăлĕ

Ĕнер Шупашкарти 4-мĕш лицейре Владимир Лабутов, Геннадий Егоров, Виталий Мукин полковниксем тата Виталий Тры подполковник «паттăрлăх урокĕсем» ирттерчĕç.

20 Нарăс, 2016

«Арапуç кĕперĕ пĕрлештерчĕ...»

Акă вĕсем, çăкалăхпа чикĕленекен Патăрьел районĕнчи Кĕçĕн Арапуç пĕви урлă выртакан кĕпере ĕç хыççăн кашни каç такăрлатнă телейлĕ мăшăр.

Pages