Archive - Юпа 2017 - Чăваш хĕрарăмĕ

юпа 2nd

2 Юпа, 2017

Шурă акăшăн икĕ çуначĕ çинче...

Федор Павлов ячĕ чăваш искусствин историйĕнче пысăк вырăн йышăнать. Унăн пултарулăхĕ тĕрлĕ енлĕ аталаннă. Вăл — драматург, поэт, актер, композитор, дирижер, публицист, ăсчах, общество деятелĕ. Ку кăна-и? Вĕрентекен, тĕпчевçĕ, миравай судья...

2 Юпа, 2017

Пурнăç — малалла...

Чăваш Республикинчи Хĕрарăмсен союзĕн XVIII — черетсĕр — съездне пухăннисем пурнăç тавра сăмах хускатрĕç. Чăваш Енре çак юхăм йĕркеленнĕренпе кăçал тăхăр теçетке çитнине палăртса Союз çумĕнчи Ыр кăмăллăх фончĕн ертÿçи Лариса Игнатьева çак тапхăра шăпах этем ĕмĕрĕпе танлаштарчĕ.

2 Юпа, 2017

Кĕнеке вуласшăн-и е тавралăха сăнать-и?

«Хăнана кайма та вăхăт çук. Тунти кун ывăлпа юрлама çÿретпĕр, ытлари кунпа кĕçнерни кун — шкула хатĕрлекен ушкăна, юн кунпа эрне кун спорт секцийĕ кĕтет пире, шăмат кун çĕнĕ технологисемпе паллашатпăр. Вырсарни кун... канас килет», — тет пĕлĕшĕм. Чăн та, кунашкал йĕркене улшăну тÿрех кĕртеймĕн. Тиркевĕм çук. Хăни-мĕнĕ тарама, чи кирли — ывăл-хĕрĕмĕре аталантармалла.

Pages