Archive - 2018 - Чăваш хĕрарăмĕ

декабрь 17th

17 Раштав, 2018

Çын килнине систерекенсем

Хула çывăхĕнчи ял ыттисенчен мĕнпе уйрăлса тăнине пĕлетĕр-и? Тĕрĕс!.. Унта килĕрен тенĕ пек йытă усраççĕ. Вĕсем яла хăна килнине е урампа çын иртнине çийĕнчех систереççĕ. Хĕвел тухăç календарĕпе Йытă çулталăкĕнче пушшех хуçа пекех тытаççĕ вĕсем хăйсене.

17 Раштав, 2018

Тĕрри-эрешĕнче — чун ăшши

Хĕрарăм çут тĕнчене илеме туяс туртăмпах çуралать-тĕр. Ÿнер тĕнчин вăрттăнлăхĕсене професси шайĕнче пач тĕпчемен мĕн чухлĕ йăмăк-аппа, асанне-кукамай хăйĕн аллипе тĕлĕнмелле хÿхĕм тĕрлĕ япала ăсталать-çке! Хитрелĕхе курасси-туясси йăхран йăха, ăруран ăрăва куçать. Комсомольски районĕнчи Аслă Чурачăк ялĕнче пурăнакан Елена Просвирнова та тĕрĕсем янтăлама амăшне Анна Архиповнăна кура пуçланă.

декабрь 10th

10 Раштав, 2018

Нарспи пек ĕçчен те тимĕр пек çирĕп

Чăваш халăхĕн пултаруллă ывăлĕ К.Иванов 1907 çул вĕçĕнче хайланă «Нарспи» поэма пирки литературăна юратакансем ахальтен мар «вилĕмсĕр» теççĕ. Ара, кунсем мар, ĕмĕрсем шуса иртеççĕ, Нарспипе Сетнер таса юратăвĕ халĕ те чунсене те, ăс-пуçа та канăç памасть, калаçтарать, тавлаштарать… 16 чĕлхепе ахальтен куçарман çав ĕнтĕ ăна.

10 Раштав, 2018

«Тĕрĕсленни — мĕскĕнленни мар»

Хальхи вăхăтра çĕршывра та, республикăра та арçынсем, хĕрарăмсемпе танлаштарсан, сахалрах пурăнаççĕ. Юбкăллисен ĕмĕрĕ вăтамран 78 çулпа танлашать тĕк шăлаварлисен — 67-пе кăна. Мĕншĕн ир хавшаççĕ арçынсем? Вĕсем, хĕрарăмсемпе танлаштарсан, пурнăçран часрах уйрăлнин сăлтавĕсенчен пĕри — сывлăха упрас енĕпе тимлĕх çителĕксĕрри.

10 Раштав, 2018

Шупашкар — кĕрешÿ центрĕ

Раштав уйăхĕн 1-мĕшĕ. Шупашкар-Арена пăр керменре ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен спортне кăмăллакансем пуçтарăннă. Хĕр-хĕрарăм Чăваш Республикин Пуçлăхĕн парнисене çĕнсе илессишĕн тупăшаççĕ. Раççей Уçă кубокĕн финал тытăçăвĕсем пыраççĕ...

10 Раштав, 2018

Супермаркет ĕçе чĕнет!

Интернетра вырнаçтарнă пĕлтерÿ авторĕ çынсене пĕр кунрах ĕçе вырнаçтарма шантарнă. Ăна ĕненнисем хăйсене Екатеринбург çынни, маларах темиçе хут та судпа айăпланнăскер, пулăшу сĕннине тавçăрма та пултарайман. Анчах полици çакна пĕлнĕ…

декабрь 3rd

3 Раштав, 2018

Икĕ артистăн çемйи çирĕп

«1969 çулта сцена çинче ташланă вăхăтра чĕркуççи тĕлĕнчи шăнăр шарт! татăлса кайрĕ. Мăшăрăм, ун чухне театр директорĕнче ĕçлекен Николай Григорьев, больницăна йăтса кайрĕ. Тĕртĕм туртăннă тесе киле ячĕç. Унтанпа темиçе хут та тĕрĕсленнĕ.

3 Раштав, 2018

Сулăнкăра…

Нумаях пулмасть кăна-ха хĕрсем каччăшăн çÿçрен- пуçран тытса çапăçни ытла та тискеррĕн курăнатчĕ. Паян кунашкаллинчен тĕлĕнме пăрахрăмăр. Тавлашу, тепĕр тесен, «чаплă» каччăшăн кăна çуралмасть. Халĕ этемлĕхĕн черчен пайĕ эрех черккишĕн те «вăрçă» пуçарма именмест…
Чăн та, куç умĕнчех мĕн тери улшăнать пурнăç. Хĕр-хĕрарăм, черчен те ачаш теме хăнăхнăскер, ытла та хăвăрт хаярланса пырать. Çакна психологсем те палăртаççĕ. Чан çапаççĕ тесен те йăнăш мар: геометри прогрессийĕпе усалланать иккен этемлĕхĕн черчен пайĕ!

Pages