Archive - 15 Кăрлач, 2014 - Хресчен сасси

15 Кăрлач, 2014

Хамăр пурлăха упрар

2005 çултанпа Чăваш Енре усă куракан е уйрăмах сыхлакан территорири 759 лаптăка (1861 гектар) промышленноç е ытти социаллă пĕлтерĕшлĕ çĕре куçарнă, çав шутра юлашки виçĕ çулта – 87 процентне.

ЧР пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх – хальхи вăхăтра 687 лаптăкпа(пĕлтерĕшне улăштарнă çĕрĕн 91 проценчĕ) усă кураççĕ. Тата 42-шĕнче (5 процент) строительство ĕçĕсем пыраççĕ. Кăçал вара 27 лаптăкра строительство объекчĕсем çĕкленмелле.

15 Кăрлач, 2014

«Кивĕлле пурăнмастпăр»

"Ялта пĕр-пĕр ферма пулнă пулсан тислĕк хырма тухмăттăмччĕ-и вара?" – чĕрре кĕнĕн хăйĕннех ĕнентересшĕн пенсионер. Иксĕмĕр ялта ĕç çукки пирки калаçса кайнă та, эпĕ ăна тепĕр çĕрте чаплă фермăра ĕçлеме те йĕркеллĕ çын тупайманни çинчен калатăп.

15 Кăрлач, 2014

Чунне кура - илемĕ

– Мĕнле иртеççĕ сирĕн шкулта технологи урокĕсем?

– Урок тăршшĕпех çыратпăр. Хĕл ларчĕ те хушăран юр тасатма тухатпăр.

– Эпир вара юлташпа иксĕмĕр иртнĕ эрнере темиçе ярăмлă чечек лартмалли эрешлĕ хатĕр туса пĕтертĕмĕр. Пирĕн ĕç конкурса каясса пĕлтерчĕ учитель...

15 Кăрлач, 2014

Тумхахлă çулпа

Муркаш районĕнчи «Ударник» хуçалăх йĕркелениччен Йÿçкасси тăрăхĕнче тăватă колхоз пулнă: «Знамя», «Коммунизм», «Ударник», «Труд». 1979 çулта вĕсем пысăк хуçалăха пĕрлешнĕ. Унăн председательне «Труд» колхоза ертсе пынă Александр Михайлович Михайлова суйланă. Унăн хуçалăхĕ пур енĕпе те малта пынă: сĕт, аш-какай туса илессипе, тырă çитĕнтерессипе. Çынсем пултаруллă ертÿçĕ çĕнĕ предприятие те аталантарса ярасса шаннă.

Шанни тÿрре килнĕ. «Ударник» совхоз малалла çирĕппĕн утма пуçланă.

15 Кăрлач, 2014

Мăшăр çунат

«Çирĕп çемье - çĕр-шыв никĕсĕ», - тесе ахальтен каламаççĕ халăхра. 30, 40, 50, 60 çул пĕрле килĕштерсе пурăнакан мăшăр çамрăксемшĕн яланах тĕслĕх шутланать. Ĕмĕр ĕмĕрлесси вара уй урлă каçасси çеç мар-çке. Пурнăç çулĕ тумхахлă та пулать. Юратупа, пилпе чăмăртаннă çемье гранит пекех çирĕп.

15 Кăрлач, 2014

Çамрăк вăхăта аса илсе

Хисеплĕ редакци! «Хресчен сасси» хаçата питĕ юратса вулатăп. Манăн ыйтусене хуравлатăрах пулĕ тетĕп. Атăла пĕвеличчен эпир, çамрăксем, уçăлса çÿреттĕмĕр. Ун таврашĕнче «Родина» кинотеатр тата «Хресчен çурчĕ» пурччĕ. Çавăн пекех чиркÿ те. Ăна пăсрĕç те таçта илсе кайса купаларĕç.