Archive - 4 Утă, 2014 - Çамрăксен хаçачĕ

4 Утă, 2014

Пулас историк диплома чăвашла хÿтĕленĕ

И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн историпе географи факультетĕнчен кăçал вĕренсе тухнă Дмитрий Степанов хăйĕн диплом ĕçне чăвашла çырса хатĕрленĕ, тăван чĕлхепех хÿтĕленĕ. Çак факультетра кунашкалли пĕрремĕш хут.

4 Утă, 2014

Абитуриента мĕнле професси илĕртет?

Çĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕнче республикăри вăтам тата аслă пĕлÿ паракан учрежденисенче йышăну кампанийĕ пуçланчĕ. Чăваш Енре патшалăхăн 27 учрежденийĕ çамрăксене професси вăтам пĕлĕвĕ парать, коммерциллĕ 3 учреждени тата аслă шкулсен 2 филиалĕ ку енĕпе ĕçлет.

4 Утă, 2014

Волонтер футболкăшăн тар тăкать

Иртнĕ эрнере ЧР Çамрăксен патшалăх премийĕн кăçалхи лауреачĕсене палăртрĕç. 1996 çултанпа ăна 108-ăн тивĕçнĕ. Тĕрлĕ тытăмра çитĕнÿ тунă хĕр-упраçпа яш-кĕрĕм хушшинче хальхинче студентсем те пур. Ырă кăмăллăх ĕçне хастар хутшăннăшăн 50 пин тенкĕлĕх хавхалантарăва тăватă çамрăк пайлĕ.