Archive - 2014 - Çамрăксен хаçачĕ

юпа 3rd

3 Юпа, 2014

Совет тапхăрĕнчен юлнă “палăксем”

Машина чÿречинчен кĕр илемĕпе киленме юрататăп. Чиперленнĕ хĕрсем евĕр курăнакан сарă-хĕрлĕ йывăçсем, хресченĕн ĕçчен алли тирпейленĕ уй-хир мĕлтлетсе юлаççĕ. Шупашкар районĕнчи Ишек тĕлĕнчен иртсен калчапа витĕннĕ ана куç тĕлне пулчĕ. Ку вырăнта чылай вăхăт çум курăк кашларĕ. Малашне уя пушă вырттармĕç.

3 Юпа, 2014

“Ĕлĕкхи юрăсем авалхи пурнăç сывлăшне туйма май параççĕ”

Любовь Афанасьева юрăç хăйĕн çунатлă ĕмĕтне пурнăçа кĕртнĕ-кĕртнех. Унăн амăшĕ Александра Михайловна та хĕрĕ пĕр суйласа илнĕ çултан пăрăнманшăн чун-чĕререн хĕпĕртет.

3 Юпа, 2014

Ачасем валли - шкул тумĕ

ЧР Министрсен Кабинечĕн председателĕ Иван Моторин Украинăри тăван килĕсене хăварса пирĕн çĕр-шыва тарнă çынсене пулăшас тĕллевпе юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче черетлĕ лару ирттерчĕ. Унта хутшăннисем республикăра пурăнакан Украина гражданĕсене ĕçпе тивĕçтерессипе çыхăннă ыйту çинче чарăнса тăчĕç.

3 Юпа, 2014

Чун хавалне пусарас марччĕ

Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Вырăсушкăньре тĕлĕнмелле йăла пур: çулла, Трусский /Троица уявне ку ялта çапла калаççĕ/ хыççăн тепĕр эрнерен, вырсарни кун, мĕн ĕлĕкрен пыракан фольклор уявне - Пуканя - ирттереççĕ. Ку мешехепе тĕрлĕ ĕненÿ çыхăннă. Йăла-йĕрке çинчен тĕплĕнрех пĕлес тесе иртнĕ эрне кун çула тухрăмăр.

3 Юпа, 2014

“Алешăпа Нинăран хакли никам та çук”

Элĕк районĕнчи Мăн Вылăри Клавдия Ермолаевăпа Семен Никифоровăн килĕнче 32 çул ача-пăча сасси илтĕнмен. Çак хуйхă вĕсене епле асаплантарниФне сăмахпа çырса кăтартаймăн. 60-ти хĕрарăм упăшкипе канашланă та Çĕмĕрлери ача çуртне çул тытнă.

сентября 26th

26 Авăн, 2014

"Çамрăксен хаçачĕ", 39 /6028/ №, 26. 09. 2014

С какой целью приехали в Чувашию студенты МГУ имени М.В.Ломоносова?

Артисты Чувашского государственного драмтеатра участвовали в фестивале в Казани.

Молодая учительница Александра Чумбакова: "Педагог для ребенка должен быть другом".

Геннадий Ильин ветеран на войне остался без шинели.

 

26 Авăн, 2014

"Çамрăксен хаçачĕ", 39 /6028/ №, 26. 09. 2014

М.Ломоносов ячĕллĕ университетăн студенчĕсем пирĕн республикăна мĕн тĕллевпе килнĕ?

Чăваш патшалăх драма театрĕн артисчĕсем Хусанта иртнĕ фестивале хутшăннă.

Александра Чумбакова çамрăк вĕрентекен: "Ачасемшĕн юлташ та пулмалла".

Геннадий Ильин ветеран вăрçăра шинельсĕр юлнă.

26 Авăн, 2014

Чылай сипленсен Арина калаçма хăнăхнă

"Пăру е вăкăр туянасшăн?" - ыйтрĕç Вăрнар районĕнчи Çĕньялсем Ананьевсем ăçтарах пурăннипе кăсăклансан. Выльăх-чĕрлĕх нумай усраканскерсем патне çынсем час-часах çак ыйтупа килеççĕ-мĕн. " Вĕсен пÿрчĕ колхоз сачĕ пулнă вырăнта, сылтăмалла пăрăнмалла", - çул кăтартрĕç кинемейсем.

26 Авăн, 2014

Мускав студенчĕсем чăваш фольклорĕпе кăсăкланнă

Нумаях пулмасть Мускаври М.Ломоносов ячĕллĕ патшалăх университечĕн студенчĕсем Чăваш Ене килнĕ. Ахальтен мар. Истори факультечĕн этнологи кафедринче вĕренекен Анна Ковязина, Герман Устьянов, Мария Стрелова тата вĕсен ертÿçи Галина Никитина чăваш фольклорĕпе кăсăкланнă.

26 Авăн, 2014

“Тренер ĕçĕ питĕ килĕшет”

Михаил Андриянов Канаш районĕнчи Вырăскас Пикших ялĕнче çуралса ÿснĕ. Вăл Г.Н.Смирнов ячĕллĕ спорт шкулĕнче иккĕмĕш çул ĕçлет. Михаилăн ашшĕ фирма уçнă, амăшĕ санитаркăра тăрăшать. Каччă шкулта вĕреннĕ чухнех спортпа туслашнă, ирĕклĕ кĕрешÿ енĕпе иртнĕ нумай ăмăртура малти вырăнсене йышăннă.

Pages