Archive - 2017 - Çамрăксен хаçачĕ

декабрь 7th

7 Раштав, 2017

Савнине вĕçертнĕшĕн ÿкĕнет

Муркаш районĕнчи Мăн Шаптакри Иван Афанасьев пĕр кунхине Пичет çуртне редакци ĕçченĕсенчен малтан çитнĕччĕ. Пирĕн кăларăм ĕçченĕсем мĕнле пурăнни, хаçата епле кăларни чылайранпах кăсăклантарнă ăна, анчах та чăрмантарса çÿресрен кĕрсе тухма аванмарланнă. Çапах та шалти туйăмне çĕнтерсе хăюлăх çитернех вăл.

7 Раштав, 2017

Ачисене упăшки патĕнче хăварнă

«Ывăлли-хĕрли хумханать, ывăлсăр-хĕрсĕрри хурланать», — çапла каланă халăхра. Елчĕк районĕнчи Лаш Таяпари Зоя Александровăна çак каларăша хăй пирки каланăнах туйăнать хăш чухне. Вăл шкул пĕтерсенех качча тухнă.

7 Раштав, 2017

Тутарла сăвă вуласа çĕнтернĕ

Çынна тÿрех палласа илеймесен: «пуян пулатăн е авланатăн» теççĕ. Эппин, Чăваш наци радиовĕн ĕçченĕ Владислав Московцев çывăх вăхăтрах миллионера çаврăнĕ. Е çемьеленĕ... Ма тетĕр-и? Ара, ăна сăн ÿкерчĕкре тÿрех паллаймарăм.

7 Раштав, 2017

Алăра тупра — хваттер уççи!

Патнус çинче хĕрлĕ хăюпа çыхса капăрлатнă çĕнĕ ултă мăшăр çăраççи выртать. Акă вĕсене пĕрерĕн-пĕрерĕн илсе савăнăçлă йăл кулăпа çуталакан çамрăксене тыттарчĕç. Вĕсем çак саманта чылай çул кĕтнĕ.

7 Раштав, 2017

Çĕнĕ çул каçĕнчи ĕмĕчĕ пурнăçланнă

Владимирпа Татьяна Петровсем Шупашкар районĕнчи Сархурăнта пурăнаççĕ. Пĕрлешнĕ хыççăн тăван ялтах юлас тенĕ çамрăк мăшăр. 6 çул каялла хăйсен вăйĕпе çĕнĕ çурт хăпартнă. Виçĕ çултан пурăнма кĕнĕ унта. Çирĕп çемьерен пуянни мĕн пултăр! Владимирпа Татьяна ытти чылай ашшĕ-амăшĕ пекех ывăлĕпе икĕ хĕрне тĕрĕс- тĕкел, çĕршыва юрăхлă çитĕнтерес ĕмĕт-тĕллевпе пурăнаççĕ, тĕп- ренчĕкĕсемшĕн — ырă тĕслĕх.

ноябрь 30th

30 Чÿк, 2017

Итали çăлтăрĕн кукамăшĕ – чăваш

Пытармастăп: ют çĕршыв çыннинчен, тĕнче шайĕнчи паллă артистран — пушшех, интервью илсе курман. Çын мĕн чухлĕ ăслăрах, унпа хутшăнма çавăн чухлĕ ансат пулнине тахçанах ăша хывнă. Çавăнпа та нумаях пулмасть Шупашкарта иртнĕ М.Д.Михайлов ячĕллĕ фестивале килнĕ Европăри чаплă юрăçсемпе çăмăллăнах пĕр чĕлхе тупрăм.

Артист пулса… çуралнă

30 Чÿк, 2017

Сергей Кувшинов шансона аталантарасшăн

Сергей КУВШИНОВ — телейлĕ çын. Вăл — çемье пуçĕ, пултаруллă артист, режиссер, чăваш эстрадин юрăçи тата лайăх юлташ. Ун пеккисем çинчен «хăйĕн хакне пĕлет» теççĕ.

30 Чÿк, 2017

Йытăпа - çĕршыв тăрăх

Руслан Внедорожный автоçулçÿревçĕ тата блогер Ричи ятлă йыттипе Раççее курса çаврăнма шухăшланă. Чÿк уйăхĕн 20-мĕшĕнче Мускавран çула тухнăскерсем ĕнер Шупашкара çитнĕ.

Pages