Archive - 2017 - Çамрăксен хаçачĕ

январь 26th

26 Кăрлач, 2017

Чăваш ялĕнче пăлан усраççĕ

Канаш районĕнчи Çĕнĕ Ачча ялĕнче пурăнакансен çурчĕсем пĕри тепринчен чаплă. Егоровсен кил-çурчĕ вара ыттисенчен раснарах туйăнчĕ, ăна таçтанах асăрхарăм. Пÿрт умĕнче пĕчĕк çуна ларатчĕ. Апла пулсан ку килте пони тытнине тавçăрма йывăр мар. Чăнах та, Егоровсем пĕчĕк çак лашана 11 çул усраççĕ ĕнтĕ. Ун валли çуна-урапана ялти Александр Гаврилов ăсталаса панă. Нумаях пулмасть Егоровсем тиха та туяннă.

26 Кăрлач, 2017

Преподавателе хывăхпа улталаймăн

Аудиторие кĕнĕ чухне экзамен пуçланнăччĕ. 4 студентка ыйтусене хуравлама хĕрсех хатĕрленетчĕ. Эпĕ те билет илсе парта хушшине лартăм. Манăн студент вăхăчĕ тахçанах иртнĕ ĕнтĕ, редактор черетлĕ ĕç хушнипе экзамена килтĕм. “Хыçалти рете лар, кам мĕнле шпаргалка туртса кăларнине сăнама меллĕрех унтан”, — терĕ вăл. Анчах хыçалти вырăнсене пурне те йышăннăччĕ ĕнтĕ, камăн преподаватель сăмси умĕнче ларас килтĕр-ха? Хĕрсем мана палламаççĕ, вĕсемшĕн эпĕ — куçăн мар майпа вĕренекен студент. Преподавательпе вара маларах калаçса татăлтăм.

26 Кăрлач, 2017

Шкул ачине «2» хăратмасть

Студент хăйĕн пулас профессийĕпе практикăра çывăхрах паллашать. Пĕрисем станок умне пирвайхи хут тăраççĕ, теприсем шурă халат тăхăнса чирлисен сывлăхне тĕрĕслеççĕ, виççĕмĕшĕсем доска умне тăрса ачасене урок ăнлантарма пикенеççĕ. Кашни професси хăйне евĕр, йывăрлăхĕ те расна. Пулас педагога практикăра шăпăрлансемпе ĕçлеме çăмăл-и? Паянхи шкул ачи чăваш чĕлхипе литературине вĕренесшĕн-и? Çак ыйтусен хуравне тупассишĕн И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн историпе филологи факультечĕн студенткипе Мария Гришинăпа тĕл пултăмăр. Малалла вулас...

 

26 Кăрлач, 2017

Кулибин арăмĕ вертолет ÿкесрен хăрать

Красноармейски районĕнчи Йÿçкассинчи Станислав Владимирова ял-йыш Кулибин тесе чĕнет. Вăл тимĕр-тăмăртанах хуçалăхра кирлĕ япаласем — вак-тĕвекрен пуçласа снегоход, трактор таранах — ăсталать. Пĕр çулхине Станислав Германович журналистсене вертолет пуçтарас шухăшпа пурăннине пĕлтернĕччĕ. Унтанпа вăхăт чылай иртрĕ: хăйĕн ĕмĕтне пурнăçа кĕртнĕ-ши 67-ри арçын?

январь 19th

19 Кăрлач, 2017

«Çамрăксен хаçачĕ» 2 (6146) №.19.01.2016

19 Кăрлач, 2017

Ури хуçăлсан та финиша çитнĕ

Кăçал ЧР Пуçлăхĕн стипендине Олимп резервĕсен Шупашкарти 2-мĕш спорт шкулĕнче ăсталăхне туптакан 10 çамрăк илсе тăрĕ. Вĕсен йышĕнче сăрт-ту йĕлтĕр спорчĕн уйрăмĕн хастарĕ Илья Малов та пур. Вăл фристайлпа кăсăкланать. Унпа «Вертикаль» сăрт-ту йĕлтĕр центрĕнче тĕл пултăмăр.

19 Кăрлач, 2017

Сивĕ шывра ишекен çын чирлемест

«Эсир сивĕ шыва чăмса курнă-и? Эппин, унтан мĕнле кăмăл-туйăмпа тухнине хăвăрах пĕлетĕр», — терĕ Андрей Горяинов вакра пĕрремĕш хут шыва кĕнине аса илме ыйтсан. Шел, эпĕ чăмма мар, ишме те пĕлместĕп. «Вара мĕнле?» — ыйтмасăр чăтаймарăм унран. 27 çулти Андрей сивĕ шывран тухсан организм тонусĕ хăпарнине калама тытăнсан унăн куçĕ савăнăçпа çиçрĕ, вăл ку енĕпе пĕр-пĕр ăсчахран та лайăхрах пĕлнĕн туйăнчĕ. Кашни çул Кăшарнире вакра чÿхеннисĕр пуçне çамрăк арçын хĕлле сивĕ шывра ишессипе ăмăртса медальсем çĕнсе илет. Хальлĕхе унăн рекордне Раççейре никам та çĕнетеймен. Малалла вулас...

19 Кăрлач, 2017

Районсемпе хуласене аталантарĕç

Тÿрĕ эфирта итлĕпĕр

Чăваш Ен ертÿçи Михаил Иг­натьев ЧР Патшалăх Канашне Çырупа тухма хатĕрленет. Ăна вăл эрнекун, кăрлачăн 20-мĕшĕнче, 12 сехетре Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче вулĕ.

Çырăва хатĕрленĕ чухне çын­­­сен сĕнĕвĕсене шута илнĕ. Ми­хаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче малашлăхри плансене палăртĕ. Çырăва Наци телекуравĕ тÿрĕ эфирта кăтартĕ, Чăваш наци радиовĕпе те итлеме май пулĕ. Унсăр пуçне республикăн влаç органĕсен официаллă порталĕнче курма май килĕ. Малалла вулас...

19 Кăрлач, 2017

Сăмах вăйĕ халăха ырă кÿтĕр

Хунарпа журналист хушшинче мĕнле пĕр пеклĕх пур? Кăрлачăн 14-мĕшĕнче иртнĕ Пичет кунне кайиччен эпĕ кун çинчен шухăшламанччĕ. Хуравĕ ансат-иç — иккĕшĕ те çутатаççĕ! Чăваш патшалăх филармонине кĕрсенех хунар тыттарчĕç. Парне ку. Вăл мĕн тума кирли “Пире çутатма вăхăт” девизпа иртнĕ уяв пуçлансан паллă пулчĕ. Çăлтăрлă тÿпе тейĕн, вун-вун хунар çути йăмăхрĕ залра. Малалла вулас...

19 Кăрлач, 2017

Патологоанатом пурнăçа ытларах юратать

Вăл — тухтăр, анчах сиплемест, унăн шухăшĕ медицинăри чылай специалистшăн питĕ пĕлтерĕшлĕ. Вăл — чи лайăх диагностик, çапах унăн “пациенчĕсем” нимĕн ыратнине те шарламаççĕ. Органсен пĕчĕк пайĕсене тĕпчесех вăл пысăк та тĕрĕс пĕтĕмлетÿсем тăвать. Унăн “пациенчĕсем” вилнĕ, анчах ку специалист питĕ кирлĕ. Тавçăртăр пулĕ: калаçу патологоанатом пирки пырать. Паян эпир ăна хăйне, микроскоппа пăхнă евĕр, тĕпчĕпĕр. Мĕн хистенĕ çак профессие суйлама? Виле кунсерен касакан, унăн ăш-чикне уçса тĕпчекен тухтăрăн мĕнле çын пулмалла? Тахçантанах кăсăклантарнă ыйтăва уçăмлатма Шупашкарти Пирогов урамĕнче вырнаçнă республикăри судпа медицина экспертизин бюровне çитрĕм. Малалла вулас...

Pages