Archive - 24 Кăрлач, 2019 - Çамрăксен хаçачĕ

24 Кăрлач, 2019

Лăпкă пурăнма паман професси

Халăха кăсăклă та çĕнĕрен çĕнĕ хыпарпа тĕлĕнтерессишĕн темĕн тума та хатĕр вĕсем. Журналиста мĕнле чăрмавсемпе тĕл пулма тÿр килнине, çакă кăмăл-туйăма мĕнле витĕм кÿнине хăйсем çеç пĕлеççĕ. Паян эпир сире хамăр ĕçри хăш-пĕр чăрмавсем пирки каласа кăтартатпăр.

Хавхалану - ĕç кунĕ вĕçленнĕ тĕле

24 Кăрлач, 2019

Тăван чĕлхене юратни анлă çул уçать

«Хавал» пуçару ушкăнĕ, ЧР Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерстви, «Хыпар» Издательство çурчĕн «Çамрăксен хаçачĕн» редакцийĕ регионсен шайĕнчи Чăваш çамрăкĕсен форумне йĕркелет. Вăл нарăсăн 16-мĕшĕнче Наци библиотекинче иртĕ. Ăна пĕтĕм тĕнчери Тăван чĕлхе кунне халалланă.

24 Кăрлач, 2019

Шыв патне — бидонпа, пичкепе

Муркаш районĕнчи Çармăскассипе иртнĕ чухне урамри çăлсене асăрхамасăр çук. Вĕсем кашни урамрах темиçе те тĕл пулаççĕ. 21-мĕш ĕмĕрте тĕлĕнмелле пулĕ те, ку яла пăрăх хурса шыв кĕртмен, колонкăсем çук. Çынсем харпăр картишĕсенче çăл чавнă, килĕсене те çавăнтанах шыв кĕртнĕ.

24 Кăрлач, 2019

Çамрăксем каяççĕ вĕренме… Мускава

Тăван килпе тата çемьепе вăхăтлăха та пулин уйрăласси пĕриншĕн — стресс, теприсемшĕн çĕнĕлĕх, аталанмалли майсем. Республикăри вĕрентÿ заведенийĕсенче тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕнчен килнĕ çамрăксем пĕлÿ илеççĕ. Çав вăхăтрах чăваш яш-кĕрĕмĕпе хĕр-упраçĕ те çĕршыври хуласенче ăс пухать. Ют тăрăхра хăйсене еплерех туяççĕ-ши вĕсем? Мĕнле йывăрлăхсемпе тĕл пулаççĕ? Чăваш студенчĕсемпе интернет урлă çыхăнтăм.

Хăйĕнпе вăл кăмăллă