Archive - 7 Çу, 2020 - Çамрăксен хаçачĕ

7 Çу, 2020

«Ларса макăрас килсен те хуçăлмалла мар»

Наталия Попова ыттисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть. Вăл — юратнă мăшăр, икĕ ывăл амăшĕ. Хăй килĕштерекен ĕçре тăрăшать, пурнăçпа киленет. Анчах хăлхи илтменнине пула унăн чылай йывăрлăха парăнтарма тивнĕ.

7 Çу, 2020

Ашшĕн кĕрĕкĕнчен çĕленĕ пиншакпа окоп чавма кайнă

1941 çул. Кĕркунне. Нимĕç фашисчĕсем Мускав çывăхĕнче тăнă вăхăтра Сăр юхан шывĕ хĕрринче тăшманран хÿтĕленмелли окопсем чавма палăртнă. Юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнчен пуçласа Чăваш Енри çынсене унта яма тытăннă.

7 Çу, 2020

Ялти арçынсене урама кăларса персе вĕлернĕ

Нимĕç фашисчĕсем çĕршыва тапăнса кĕнĕренпе 8-мĕш уйăх çитнĕ. Раштав уйăхĕнче Мускав çывăхĕнчи çапăçура пирĕннисем тăшмана аркатнă. Никама та çăмăл пулман. Смоленск облаçĕнчи Знаменка районĕнчи Свиридово ялĕнче лару-тăру уйрăмах йывăрланнă — яла нимĕçсем çавăрса илнĕ.