Archive - 11 Çĕртме, 2020 - Çамрăксен хаçачĕ

11 Çĕртме, 2020

Персей ачана шурлăхра шыраса тупнă

Çу уйăхĕн вĕçĕнче Канаш районĕн шалти ĕçсен пайне 9-ти арçын ача çухалнине пĕлтернĕ. Тăванĕ Ачча çывăхĕнчи масар çинче вил тăприне тирпейленĕ вăхăтра вăл сак çинчех ларнă. Анчах тепĕртакран çухалнă. Хăраса ÿкнĕ хĕрарăм вăл çывăхри вăрмана кайнă пуль тесе шухăшланă. Инкек пулнă вырăна Михаил Андрианов кинологпа нимĕç овчарки Персей çитнĕ. Арçын ачана сехет çурăран шурлăхра шыраса тупнă.

11 Çĕртме, 2020

«Кÿршĕсем пулăшнипе çурт тĕппипех çунса каймарĕ»

Çу уйăхĕн 28-мĕшĕнче 22 сехет те 28 минутра Наталия Ивановăн телефонĕ шăнкăртатнă. Ялĕнчи, Шупашкар районĕнчи Пархикассинчи, кÿршисем усал хыпар пĕлтернĕ: вĕсен çурчĕ çунма тытăннă.