Archive - Ака 2017 - Тантăш

апреля 27th

27 Ака, 2017

Çĕтĕк атта пула Шупашкара каяйман

Валерий Федоров контр-адмиралшăн пурнăçра чи хакли — Тăван çĕршыв тата... сĕтел çинчи çăкăр. Валерий Андреевич Вăрнар районĕнчи Услапа ялĕнче чухăн çемьере çуралса ÿснĕ, апла пулин те Раççей Тинĕс çар флотĕнче хисеп çĕнсе илнĕ. Сумлă ентешĕмĕрĕн ачалăхĕнчи çичĕ самантпа паллашар-ха.

27 Ака, 2017

Пысăк шанăç кÿрекен парне

Турă мĕн панине хаклама пĕлместпĕр тепĕр чухне. Уйрăмах хĕр ачасем  хăйсенче çитменлĕх шыраса пур-çук сăлтавшăнах кулянаççĕ. Пурнăçпа иртĕхни мар-и çакă? Эсир сывлатăр, куратăр, илтетĕр, калаçатăр, утатăр е чупатăр, ытти вара пĕлтерĕшлĕ те мар.

27 Ака, 2017

Тăван тавралăха усă кÿресшĕн

Мĕншĕн йывăç çуркунне — ешĕл, кĕркунне сарă, хăмăр, кĕрен тум тăхăнать? Мĕншĕн çулла çумăр çăвать, хĕлле — юр?.. Нумай-нумай ыйту пĕчĕккисене садике çÿренĕ чухнех кăсăклантарать. Шкул сукмакне такăрлатма тытăнсан вара тăван тавралăх урокĕсенче ачасем çут çанталăкри пулăмсемпе çыхăннă чылай ыйтăвăн хуравне тупаççĕ.