Archive - 10 Кăрлач, 2019 - Тантăш

10 Кăрлач, 2019

Çăлтăрлăхри пĕр талант

Кăрлачăн 4-7-мĕшĕсенче Шупашкарта Пĕтĕм тĕнчери «Талантсен çăлтăрлăхĕ» фестиваль 10-мĕш хутчен иртрĕ. Çĕнĕ Шупашкарти 20-мĕш шкулта вĕренекен Анастасия Трефилова унта малтан та хутшăннă-ха, 3-4-мĕш вырăнсене тивĕçнĕ. Ку çул вара ăна тĕлĕнмелле ырă кĕтменлĕхпе савăнтарнă.

10 Кăрлач, 2019

Хветуç аппана шыраса

Елен НАРПИ [Елена Чекушкина] çыравçăн «Чечексем çеçке тăксан», «Хĕл лариччен», «Пăрлă шыври хĕвел пайăрки» повеçĕсем, чылай калавĕ вулакана ансат чĕлхипе, çав вăхăтрах тарăн шухăша янипе тыткăнлаççĕ. Унăн пултарулăхĕ шкул программинче те çырăнчĕ. Вĕренекенсем «Тивĕç» калавĕпе паллашаççĕ.

10 Кăрлач, 2019

Эстафета — çирĕп алăра

Чĕрĕк ĕмĕр каялла массăллă информаци хатĕрĕсем Патăрьел районĕнчи Аслă Чемен шкулĕн хĕрачисен спортри çитĕнĕвĕсемпе час-часах савăнтаратчĕç. «Чемень» команда курăк çинче хоккейла выляссипе Анапăра иртекен Раççей чемпионачĕсенчен çĕнтерÿпе таврăнатчĕ. Çамрăк спортсменкăсем çитĕнерехпе спортăн ытти енĕпе те палăрнă. Светлана Миронская, тĕслĕхрен, 1997 çулта ирĕклĕ майпа кĕрешсе республика тата çĕршыв чемпионачĕсенче мала тухнă.