Archive - 24 Кăрлач, 2019 - Тантăш

24 Кăрлач, 2019

«Микрофонпа торт ман валли-и?»

«Ĕмĕте пурнăçлас тесен нихăçан та алă усмалла мар», — тет 11 çулти Арина Селенина. Чиперкке Патăрьел районĕнчи Патăрьелти 2-мĕш шкулта 5-мĕш класра ăс пухать. Пысăк ĕмĕтлĕ хĕрача вăл. Кĕнеке тата юрă çырма шут тытнă Арина пуласлăхра. Пултаруллăскер ĕмĕчĕ патне çирĕппĕн утасса шанатăп.

24 Кăрлач, 2019

Шприцран линейка тума пулать-и?

Патăрьел районĕнчи Треньелте пурăнакан Василий Юманов физикăпа кăсăкланать. Арçын ача Патăрьелти 1-мĕш шкулта 7-мĕш класра ăс пухать. Вăл районти физика олимпиадинче çĕнтернĕ. Çак эрнере Шупашкарта иртекен республикăри 1-мĕш тата 2-мĕш тапхăрсене хутшăннă Вася.

24 Кăрлач, 2019

Ача-пăча кăларăмĕсен çывăх тус

«Тантăш» хаçатăн тата «Тетте» журналăн страницисене уçнă май унти илемлĕ ÿкерчĕксене сăнанă-и эсир? Чылайăшĕн айне «Ирина Кошелева, Йĕпреç районĕ, Çăкалăх ялĕ» тесе палăртнă. Нумаях пулмасть пултаруллă та маттур хĕрача ашшĕпе пĕрле редакцире пулчĕ.