Archive

март 29th, 2014

29 Пуш, 2014

Чун ăшши пурин валли те çитет

Патăрьел районĕнчи Чăваш Ишекре пурăнакан Каролина Уткина йышлă çемьере çуралса ÿснĕ май кил-çурт ача-пăчапа кăна илемлĕ те пуян, тулли пулнине лайăх ăнланать. Шкулта вĕрентекенре ĕçленĕ май ир тухса кайса каç енне çеç киле çитекенĕн, тĕрĕссипе, пачах та кичемленсе ларма вăхăчĕ çук. Çапах та икĕ хĕрĕпе пĕр ывăлĕ çитĕнсе килтен тухса кайнине кура мăшăрĕпе иккĕшĕ хăйсен хÿттине ачасем илме тĕв тытнă.

29 Пуш, 2014

Пурнăçшăн... шăла çыртса

Раççейре кашни кунах 47 хĕрарăм кăкăр шыççипе вилет. Республикăра çулталăк пуçламăшĕ тĕлне усал шыçăллă 22 пин ытла çынна шута илнĕ, вĕсенчен 60% - хĕрарăмсем. Иртнĕ ытлари кун Республикăри онкологи диспансерĕнче çак чирпе аптăракан хĕрарăмсене пулăшмалли центр уçăлчĕ.

29 Пуш, 2014

Хаçатсăр пурăнасшăн мар

«Почтальонпа пĕр кун» акцие малалла тăсса Шупашкар районĕнчи Чурачăк почта уйрăмне çула тухрăмăр. Яла Шупашкартан маршрутка çÿрет-ха, анчах палăртнă рейсран 5 минут юлнă иккен, теприне 2 сехете яхăн кĕтмеллеччĕ. «Çак вăхăтра миçе экземпляр хаçат çырăнтарма пулать?» - тесе шухăшласа Ишлее каякан ГАЗеле йăпăр-япăр кĕрсе вырнаçрăм. Салара такси чупать - кирлĕ çĕре çавăнпа çитме тĕв турăм. Ан тив, «Чăваш хĕрарăмĕн» корреспонденчĕсене таксипе çÿремелĕх те шалу тÿлеççĕ тесе тĕлĕнтĕр ял халăхĕ. Почта уйрăмне туххăмрах вĕçтерсе çитрĕм.

29 Пуш, 2014

«Раççей юррисем»

Çак эрнере пирĕн республикăра «Раççей юррисем» марафон фестиваль кĕрлесе иртрĕ. Унăн авторĕ тата йĕркелÿçи - Раççей халăх артистки Надежда Бабкина. Вăл хăйĕнпе пĕрле 120 ытла артист илсе килчĕ. «Русская песня», «Славяне», «Владимирские рожечники», «Криница» /Краснодар/, «Айкай» /Удмурт Республики/ ансамбльсем, «После одиннадцати»» ушкăн, «Живая планета» шоу-балет, Евгений Гор тата ыттисем Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта, Канашра, Элĕк, Куславкка районĕсенче концерт йĕркелерĕç.

29 Пуш, 2014

Савăнăç парнелекен асамçăсем

Пуш уйăхĕн 27-мĕшĕ - Пĕтĕм тĕнчери театр кунĕ. Театр пĕлтерĕшĕ пирки нумай çырнă, калаçнă, анчах асамлă çав вăй нихăçан та çынна тĕлĕнтерме чарăнмасть. Пĕлетпĕр, сцена çинче пулса иртекен ĕçе артистсем выляса, сăнарласа кăтартаççĕ.

29 Пуш, 2014

Сочи çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм парнелерĕ

Олимп тата Паралимп вăййисен тĕп хулине Чăваш Енрен вун-вун çын çитсе курнă, 200 яхăн волонтер тата 11 судья спорт объекчĕсенче ĕçленĕ. Сочирен епле кăмăл-туйăмпа таврăннă-ха пирĕн ентешсем. Хăшĕ-пĕринпе тĕл пулса калаçма май килчĕ.

29 Пуш, 2014

Мăнукĕсем ăрăва малалла тăсаççĕ

Ашшĕ хăйне, «Эх, мĕншĕн ывăл пулман-ши эсĕ?» - тени Галина Семеновнăн асĕнчен халĕ те тухмасть. Пĕчĕк чухнех вăр-вар та лара-тăра пĕлмен ачаччĕ вăл. «Класра улттăн вĕренеттĕмĕр, пилĕк арçын ача хушшинче - пĕр хĕр ача. Вĕсене кура хăюллă пулма, йывăрлăха çĕнтерме хăнăхса çитĕнтĕм, - сăмах çăмхине сÿтет вăл. - Пăчкă-пуртă та алăран кайман. Пÿрнесенчи суран çĕвви - çав вăхăт палли».

29 Пуш, 2014

Тухтăрсене тĕллевлĕн вĕрентĕç

"Республикăри сывлăх сыхлавне хакламашкăн демографин икĕ кăтартăвне тĕпе хумалла. Пĕрремĕшĕ - ача çураласси, тепри - çынсем пурнăçран уйрăлни, - палăртрĕ Алла Самойлова министр журналистсем валли йĕркеленĕ пресс-конференцие уçнă май.

29 Пуш, 2014

"Шурă чечек" - тасалăх палли

1882 çулхи пуш уйăхĕн 24-мĕшĕнче Берлинта Роберт Кох тухтăр хăрушă амакăн бациллине уçни пирки пĕлтернĕ. Сенсациллĕ доклада тунăранпа 100 çул иртнĕ май çак датăна пĕтĕм тĕнчери туберкулезпа кĕрешмелли кун тесе палăртмашкăн йышăннă. Унăн эмблеми - шурă чечек, ÿпке тасалăхĕн палли.

Pages