Нумай ачаллă çемьесене
Пуш уйăхĕн 13-мĕшĕ тĕлне нумай ачаллă 4259 çемье çĕр вырăнĕ илме черете тăнă. Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Ирина Устенко пĕлтернĕ тăрăх – кунашкал çемьесем Шупашкар хулинче уйрăмах йышлă – 1460 (пĕтĕм йышăн 34 проценчĕ). Ун хыççăн Шупашкар районĕпе (11 процент) Çĕнĕ Шупашкар хули (10) тăраççĕ.
Пуш уйăхĕн пуçламăшĕ тĕлне республикăра 2200 çемье тÿлевсĕр çĕр лаптăкĕ илнĕ: 1346-шĕ унта çурт-йĕр лартасшăн, 809-ăшĕ хушма хуçалăх тытса пырасшăн, ыттисем дача пек усă курасшăн. Çак тĕллевсене пурнăçлама 251,9 гектар уйăрнă.