Археологи чăтлăхĕнчи тĕлĕнтермĕшсем

18 Утă, 2018

Евгений Петрович МИХАЙЛОВ, археолог, тĕпчевçĕ

СПРАВКА
* 1958 çулхи çĕртмен 9-мĕшĕнче Чăваш Республикин Шупашкар районне кĕрекен Патирек ялĕнче /1980 çç. ăна Кÿкеç поселокĕ шутне кĕртнĕ/ çуралнă.
* Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультечĕн истори уйрăмĕнче вĕреннĕ.
* 1980 çулхи авăн уйăхĕн 15-мĕшĕнчен Чăваш патшалăх Министрсен Канашĕ çумĕнчи Чĕлхе, литература, истори тата экономика ăслăлăх тĕпчев институтĕнче истори пайĕнче /каярахпа археологи пайĕ/ ĕçлеме тытăнать те паянхи кунчченех унта /халĕ — Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ/ вăй хурать.
* 60 ытла наука статйипе ăслăлăх ĕçĕ пичетленĕ. Вăл – Чăваш Енре «Абашевская культурно-историческая общность: истоки, развитие, наследие» /2003 ç./ тĕнчери наука конференцине йĕркелекенсенчен пĕри, 2004 çултанпа Шупашкар районĕнче çулсерен «Апаш вулавĕсем» йĕркелекенĕ.
* Чăваш Республикин Патшалăх премийĕн лауреачĕ.
* Е.П. Михайловăн ăслăлăхри тĕп çул-йĕрĕ – Чăваш Енĕн археологи тĕпчевĕн историйĕ, тавра пĕлÿ, историпе культура палăкĕсене упрасси.

– Евгений Петрович, малтанах çакăн пек ыйту парам - ăслăлăх ĕçĕнче сире кам ертсе, çул кăтартса пынă?
– Диплом \ĕçне эпĕ\1979 çулта паллă историк-археолог Василий Филиппович Каховский Шупашкарта ГЭС пулас вырăнсенче археологи ĕçĕсене хутшăннă тăрăх пухнă опыта тĕпе хурса çырса хатĕрлерĕм. Посад вырăнĕнче тĕпчерĕмĕр. Шурлăхлă вырăнта йывăç çĕрмест, лайăх упранать, çавăнпа та унăн çул çаврашкисем те чипер упранса юлаççĕ. Малтанхи тапхăрта йывăçсене пит пĕлтерĕшлех асăрхаса тĕпчемен. Мана вара питĕ  кăсăклантарса ячĕ. Ку меле дендрохронологи теççĕ. Унăн хăйĕн вăрттăнлăхĕ пур: çулсем епле килни – шăрăх-и, типĕ-и, пушар пулнă-и е йĕпе-сапаллă çанталăк т.ыт. те. 1970–1980 çç. пуçламăшĕнче экспедицисене В.Ф. Каховский ертсе пыратчĕ. Тĕлĕнсе каймалла пысăк \ĕçсем пыратчĕç\ун чухне. Раççей шайĕнчи масштаблă археологи ĕçĕсемччĕ\вĕсем. Çав ĕçсене хутшăнма тÿр килнĕшĕн хама телейлĕ тесе шутлатăп. В.Ф. Каховский мана археологи çулне кăтартрĕ, ăслăлăх алăкне уçса пачĕ.
Евгений Петрович, 2005 çулта эсир ертсе пыракан археологсен ушкăнĕ Хаяр Иван патша 1555 çулта туса хунă крепость вырăнĕнче археологи ĕçĕсем ирттеретчĕ. Студентсем пĕри те тепри çĕнĕ артефактсем тупни çинчен питĕ хавасланса пĕлтеретчĕç. Мĕнле пĕтĕмлетÿ турăр ун хыççăн?
— Ас тăватăп: хĕвеллĕ, ăшă та çутă кун пурте хавхаланса культура сийне ятарлă хатĕрсемпе асăрханса уçаççĕ. Студентсем çĕнĕ артефактсем тупсан питĕ савăнаççĕ. Введени соборĕ çумĕнчи крепость территорине тĕпчерĕç вĕсем. Кунти культура сийĕ пуян иккенне пурте пĕлеççĕ. Пурĕ 200 тăваткал метр ытларах чавса сахал мар артефакт шыраса тупрăмăр: Пăлхар патшалăх вăхăтĕнчи тăм чÿлмексем, килти тата сунарти выльăх-чĕрлĕх шăммисем, тăм шăхличĕсем, сутакан тавар çине лартакан тăхлан пломбăсем, XVIII–XIX ĕмĕрсенчи фарфор, фаянс, слюда, кĕленче, унсăр пуçне тата кăмака çумне çыпăçтаракан капăр изразецсем, чиркÿ куполĕн плиткисем, ултă-çичĕ хĕрес, вĕсенчен пĕри – кĕмĕл, тата питĕ нумай пăхăр е кĕмĕл укçа /XVI–XVIII ĕмĕрсенчи/, кантăкран, керамикăран, пастăран ăсталанă шăрçасем нумай тупăннă. Тĕлĕнмелле артефактсем хушшинче Хусан кĕпĕрнинчи чиновниксен тÿмисем те, Хусан кĕпĕрнин гербĕ çинче дракон пулнă.
Тĕн-тĕшмĕш йăлисене ăсчахсем тĕпчеççĕ пулсан та, хăвăр вĕсене ĕненместĕр ахăр? Масарсене те сахал мар чавса тĕпчетĕр пулĕ? Египет пирамидисене уçса тĕпченĕ ученăйсенчен чылайăшĕ вилни пирки сас-хура çÿрет…
– Паллах, ĕненместĕп! Унсăрăн епле ученăй пулма пулать? Масарсене те, Киремет вырăнĕсене те сахал мар тĕпченĕ. 2006 çулта эпĕ ертсе пыракан экспедици Шупашкарти масара тĕпчерĕ. 63 виле шăммисене тишкерсе анализ турăмăр. Пĕр вил тăпринче 1547 çулхи кĕмĕл укçа тупрăмăр. Вăл вăхăтра вилесене 80 сантиметр тарăнăшне çеç чавса пытарнă. Каярахпа, Христос тĕнне йышăнсан, вилесене тарăнрах чавса пытарма пуçланă. 1976 çулта эпир Куславкка районĕнчи Йĕршерти вил тăприсене чаврăмăр. Пĕрремĕш кивĕ масар пулчĕ ку. Елчĕк районĕнчи Аслă Таяпа патĕнчи масара /мăсăльмансен/ чавса пăхма тÿрĕ килчĕ /1984 ç./. Ылтăн Урта вăхăтĕнчи пăлхарсен масарĕ пулчĕ вăл. Çак ĕçсем наукăшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ, пуян артефактсем тупма, наукăра çĕнĕлĕхсем уçма май параççĕ. Паллах, кун пек экспедицисем татах та пулĕç, эпĕ вĕсене хутшăнма яланах хатĕр.
Саккунсăр чавакансем /«черные копатели»/ çинчен те сăмах пуçарас килет. Вĕсем сирĕн ĕçсене пайтах хур тăваççĕ пулас. Мĕнле кĕрешетĕр вĕсемпе?
— Тĕпчевçĕсем пĕлеççĕ ĕнтĕ, тепĕр чухне саккунсăр чавакансем вĕсен çине маларах тухса, хаклă артефактсене «пуçтарса» каяççĕ. Паллах, детекторпа шыраççĕ, нимле культура сийне те уяса тăмаççĕ. Пуяс шутпа чылайăшĕ кĕмĕл, пăхăр е хаклă пурлăх /шăрçа, сулă е çĕрĕ, мăй çыххи/ шырать, анчах та опытлă коллекционерсем те пур. Вĕсем, ятарлă специалистсем, артефактсене хăйсен тĕллевĕпе пухаççĕ. Саккунсăр чавакансем пуçтарса кайнă артефактсен чăн-чăн хакĕ – халăхăн культура хăйне евĕрлĕхĕ. Çавна çухатни шел. Шÿлкемесем тупнине те калаççĕ. Те суя, пĕлместĕп, мĕншĕн тесен тевет-шÿлкеме тени йăхран йăха куçса пыракан пуянлăх пулнă.
2013 çулта Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думи вăрттăн чавма юраманни çинчен саккун йышăнчĕ. Çакна истори палăкĕсене сыхлас тĕллевпе тунă.
– Эсир миçе экспедицие хутшăннă?
– Шутламан. Аллă ытла та пуль, тен, тата ытларах. Республикăра çитмен вырăн юлман ахăртнех: Муркаш, Етĕрне, Хĕрлĕ Чутай, Шупашкар, Элĕк, Красноармейски, Шăмăршă, Патăрьел, Вăрнар, Улатăр тата ытти районта чăваш, тăван ен историйĕн чăнлăхне шыранă. 1986–1988, 1999 çулсенче эпĕ республикăри районсенче çÿренĕ. Уçă лист манăн алăра пулнă. 1986 çулта Хусанти археолог Рустем Габяшев мана юлташ пулса пĕрле çул çÿреве тухрĕ. Эпир Етĕрне районĕ тăрăх чăваш йĕрне, истори палăкĕсене шыраса çÿрерĕмĕр, хальччен паллă пулман çĕнĕ палăксем, хулаш вырăнĕсем, кургансем, авалхи çынсем пурăннă вырăнсене шыраса тупрăмăр. Çав вăхăтрах хальччен уçнă палăксемпе музейсен археологи материалĕсене паянхи мелпе тĕрĕслесе пыратпăр. Малалла вулас...
 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.