Архив служби – 100 çулта

14 Çĕртме, 2018

Раççей патшалăх архив службине туса хунăранпа кăçал — 100, унăн Чăваш Республикинчи тытăмне йĕркеленĕренпе 95 çул тултарать: 1918 çулхи çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче Халăх Комиссарĕсен Канашĕ «РСФСРта архив ĕçне реорганизацилесси тата централизацилесси çинчен» йышăннă декрет çĕршыври унăн учрежденийĕсен хальхи тытăмĕн никĕсне хывнă.

Паллă пулăма халалласа çĕртме уйăхĕн 14-мĕшĕнче Шупашкарта савăнăçлă мероприятисем иртрĕç. Чăваш Республикин патшалăх истори архивĕн конференц-залĕнче Регионсен хушшинчи 8-мĕш вулавсем пулчĕç, вĕсенче архив отраслĕпе çыхăннă ыйтусене тишкерчĕç.

К.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи театрĕнче тĕрлĕ тапхăр историне упракансене чысламалли савăнăçлă каç малалла тăсăлчĕ. Тĕрĕссипе, асăннă уяв патшалăх тата муниципалитет архивĕсен ĕçченĕсемпе, ветеранĕсемпе кăна мар, докуменчĕсене упрамашкăн асăннă тытăма паракан учрежденисемпе те, хăйсене кирлĕ ĕçлĕ хутсене йĕркелемешкĕн унта пыракансемпе те çыхăннă. Çавна май театра халăх йышлăн пухăнчĕ.

Асăннă мероприятие пухăннисене ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин саламларĕ, коллектива çăмăл машина тата компьютер техники туянмашкăн сертификатсем парнелерĕ, ĕçре палăрнисене Чăваш Ен Пуçлăхĕн Тавĕпе, тĕрлĕ ведомствăн Хисеп хучĕсемпе чысларĕ.

Комментари хушас