"Асамат" фестиваль çĕнтерÿçисене чысларĕç

24 Çĕртме, 2019

Шупашкар фейерверксен пĕтĕм тĕнчери фестивальне йышăнчĕ. Кăçалтан "Асамат" ят илчĕ вăл. Унта Шупашкарти, Мускаври, Сергиев Посадри, Кăркăстанри тата Санкт-Петербургри командăсем хутшăнчĕç. Икĕ кунра вĕсем пирĕн республика çыннисене илемлĕ салютсемпе тыткăнларĕç.
Чи сумлă наградăна Мускаври "Салютсен чи лайăх коллекцийĕ" предприяти команди тивĕçрĕ. Шупашкар команди "Чи лайăх шоу" номинацире мала тухрĕ. Çĕнтерÿçĕсене ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев чысларĕ.

www.hypar.ru

Андрей МИХАЙЛОВ. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Рубрика: 

Комментари хушас