Асăрханăр: суя эмел!

21 Çу, 2015

Эмел пире кăна мар, тăватă ураллă тусăмăрсене те сыватма-сиплеме кирлĕ. Анчах та уссинчен ытла шар курассинчен асăрхануллă пулмаллине аса илтереççĕ ветеринари специалисчĕсем. Россельхознадзор хыпарланă тăрăх - ветеринарире усă курмалли эмелсене тĕрĕсленĕ май регистрацилемен препаратсем тупса палăртнă. Çав шутра - «Бизол» АХО кăларнă - «Байтрил» /10 процентли/, «Бутокс» /5 процентли/, «Гидро Рекс Витал», «Колмикс-Е», «Лозеваль»* «Элтос» НПО кăларнă - «Бипин»* «БиАгро» суту-илÿ çурчĕ» ООО кăларнă – «Мастисан-А»* «Альтернатива» ООО кăларнă «Бивар» эмелсем.

Регистрацилемен ку йышши тавар сывлăхшăн хăрушши паллă, мĕншĕн тесен вĕсем ятарлă тĕрĕслев витĕр тухман.

Сăмах май, Чăваш Енре регистрацилемен препаратсем пĕлтĕр те куç тĕлне лекнĕ. Çав шутра «Рыбий жир» /«Мурманский завод рыбных жиров» ООО/, «Присыпка Эдисс» /»Оренбургзооветснаб»/, «Метразол 125» /»БиАгро» суту-илÿ çурчĕ» ООО/, «Бензилпенициллина натриевая соль» /»БиоХимФарм» ООО/, «Энрофлоксацин» тата «Кокцидиовит», «Фуразолидон», «Авимицин-10», «Ветрококс», «Тетрамизол», «Эриприм» /»БиоТЭП» ООО/. Асăннă препаратсене тĕп тунă.

Пĕлтĕр лицензиатсен тĕлĕшпе Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн инспекторĕсем 15 тĕрĕслев йĕркеленĕ. Административлă йĕркене пăсни çинчен 5 ĕç пуçарма сăлтав пулнă. Сăмахран, Хĕрлĕ Чутай районĕнчи сутуçă сертификат тата квалификаци ÿстернине çирĕплетекен документа кăтартайман. Муркаш районĕнче вара предприниматель хăйĕн фармацевтика ĕç-хĕлне чарни çинчен лицензи панă органа пĕлтермен. Çакă - «Хăш-пĕр ĕç-хĕле лицензилесси çинчен» 99-мĕш саккунăн 20-мĕш статйин 14-мĕш пунктне пăсни.

Лицензи илмесĕр эмелсем сутнă темиçе тĕслĕхе тăрă шыв çине кăларма май килнĕ. Йĕркене пăхăнман усламçăсене прокуратура ĕçченĕсемпе пĕрле ирттернĕ тĕрĕслевсенче тупса палăртнă.

Кăçалхи тĕрĕслевсем те аптекăсенче çитменлĕхсем пуррине çирĕплетеççĕ. Пĕр общество уçнă аптекăсен пÿлĕмĕсем тата хатĕрĕсем кирлĕ требованипе килĕшсе тăманран лицензие тăсман.

Сăмах май, 2015 çул пуçламăшĕ тĕлне республикăра выльăх тата чĕрчунсен эмелĕсем сутакан учрежденисем 112 шутланнă.

Надежда Васильева,

управлени ĕçченĕ

Рубрика: