Асăрхăр! Сăн ÿкерчĕксен конкурсĕ

«Хыпар» издательство çурчĕн «Хресчен сасси» хаçачĕ «Ял сăн-сăпачĕ» конкурс йĕркелет.

Çавна май сиртен, хаклă вулаканăмăрсем, сăн ÿкерчĕксем кĕтет. Вĕсене  hypar3@mail.ru электрон почтăпа ярса парсан та юрать. Чи ăнăçлисене хаçатра пичетлĕç.

www.hypar.ru

* Валентина СМИРНОВА (Муркаш районĕ, Хорнуй ялĕ) сăн ÿкерчĕкĕ.