«Асатте пушши куштанланмасăр пурăнма вĕрентрĕ»

Ĕмĕрĕнче унăн сăмса каçăртмалли самант сахал мар пулнă, чысĕ те, мухтавĕ те юнашарах. Анчах кил картишĕнче çакăнса тăракан аслашшĕн пушши куштан пулмалла тесе мар, сăпайлăн пурăнма, ĕçлеме вĕрентнĕ. СССР халăх артисчĕн, хăйĕн пурнăçне 60 çула яхăн К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрне халалланă илемлĕх ертÿçин Валерий Яковлевăн аса илĕвĕсемпе паллашма сĕнетпĕр.

«Аçуна илсе килмерĕç-ши?»
Асаттепе атте колхоз йĕркеленсен тÿрех унта кĕнĕ. Атте пĕр вăхăт председательте ĕçленĕ, сумлă çын пулнă. Асанне калатчĕ: «Микалай, тух-ха ĕçÿнтен, хупса лартаççĕ». Унта пит нумаях ĕçлемерĕ вăл, бригадира куçрĕ. Пĕрре вăхăчĕ çавнашкалччĕ: элеке пула айăпсăр çынсене тыта-тыта кайнă, тепре — ăмсану. Этемре вăл ĕлĕк те пулнă, паян та, нихăçан та пĕтес çук.
Атте 1941 çулта вăрçа кайнă. Эпĕ ку саманта астумастăп. Çав çулах кĕркунне вăл хыпарсăр çухалнă. Эпир килте асатте- асанне, анне тата унăн 3 ачи тăрса юлнă. Аслă аппа — Минюк. Çуралсанах ăна Качук /Катя/ ят хунă, чир-чĕр хăптăр тесе Минюк теме пуçланă. Тепĕр аппа — Луиза. Мана Валерий Чкалов ятне панă тесе шухăшлатăп. Эпĕ çуралнă вăхăтра унăн ячĕ анлă сарăлнăччĕ. Маншăн атте вырăнĕнче асатте пулнă. Вăрçăччен вăл землемерччĕ, колхоз çĕрне виçсе пайласа çÿретчĕ. Хăлаçне хулпуççи урлă çакса утни халĕ те куç умĕнче.
Анне аттене кĕтсе пурăнчĕ, вилнĕ тесе шухăшламан. Иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсенче пирĕн анкарти хыçĕнче уя «кукурузник» анса ларчĕ. Эпир, ача-пăча, ялĕпех ăна курма чупрăмăр. «Аçуна илсе килмерĕç- ши?» — тесе анне те унта вирхĕнчĕ. Палланă çынсем курăнмарĕç. Эпир анкарти хыçĕпе киле йĕре-йĕре таврăнтăмăр.
Анне питĕ чыслă йăхран, вăйăра юрă пуçлакан пулнă. Упăшки вăрçăран таврăнмасан та хуняшшĕ-хунямăшĕпе пĕрле пурăнчĕ. Пирĕн ратнере тĕне кĕмен чăвашсем пулнă. Вĕсен йăли-йĕрки тĕлĕнмелле пуян. Чÿксем тунă, çут çанталăк туррисене пуç çапнă. Уявсенче хĕрарăмсем арçынсемпе пĕрле ларман. Анне кайран вăрттăн тĕне кĕнĕ. Çапах та унччен тытса пынă йăлисене те пăрахăçламан, тĕне кĕнисене те пурнăçланă. Мана 4-мĕш класра чухне вăрттăн ят хунă. Ратнере вăйăçă /купăсçă/ пурччĕ. Мана ялан ташлаттаратчĕ. Эпĕ çаптараттăм кăна. Кăштах ÿсерехпе вăтанма тытăнтăм та вĕренпе сĕтĕрсен те кăларайман мана. Ăçта купăс сасси /ялта виççĕн калама пĕлетчĕç/ — унта чупса тухаттăм, хăлхана тăратса итлеттĕм. Каçхи вăйăсене пăхса ларнă. Музыка енне туртăннă эпĕ. Ахальтен мар манăн спектакльсенче юрă-кĕвĕ нумай, вăл — пурнăç илемĕ. Эпĕ ача чухне курни режиссерта ĕçлеме тытăнсан йăлтах майĕпен сцена çине тухрĕ: ĕлĕкхи вăхăта сăнлакан спектакльсенче хресченĕн хатĕр- хĕтĕрĕ, япалисем пĕтĕмпех хам усă курнисем, пĕлнисем.
Библиотека
Каччă пулсан та вăйăсене хутшăнман, пăхса тăнă кăна. Хĕрсемпе çÿремен. Вăтаннă, ютшăннă. Пирĕн кас каччисем куштан пулман, эпир çапăçнине те астумастăп.
7-мĕш класс хыççăн малалла вĕренме Шăмăрша кайрăм. Пирĕн ялтан, Виçпÿрт Шăмăршăран, унта çитме 6 çухрăм. Кашни кун çак çула парăнтарнăшăн хама питĕ мухтатăп. Вĕреннĕшĕн укçа тÿленĕ. Масар çумĕпе иртмеллеччĕ. Тĕттĕмре те пайтах утнă, çул çинче кашкăрсене те тĕл пулнă. Кĕсьере пекĕ чиксе çÿренĕ.
8-мĕш класра вĕреннĕ чухне эпĕ, çăпаталлă ача Валери, килте библиотека тума пуçларăм. Анне мана шкапăн пĕр сунтăхне уйăрса пачĕ. Кăçал Çимĕке кайсан ача чухнехи кĕнекесене алла тытрăм та çапла çырса хунине вуларăм: «Библиотека В.Н. Яковлева». Числисене лартнă. «Ну маттур!» — терĕм çав ачана. Лайăх мар ĕç те тунă. Шăмăршă районĕн библиотекинчен яланах «Тăван Атăл» журнал кайса илеттĕм. Çавăнта пичетленнĕ пĕр роман питĕ килĕшрĕ. Листисене касса илтĕм те журнала тавăрса патăм, кайран тепĕр номер илтĕм… Каснă листасене аннен чăлха йĕппипе шăтарса çĕлесе кĕнеке турăм. Паллах, библиотекарь журналти страницăсем çухалнине асăрханă. Мана ятлама шкула пычĕ. Ну, хĕртрĕç кăна! Ĕмĕр тăршшĕпе пысăк библиотека пухрăм, тем чухлех парнелерĕм пулсан та кĕнекесем питĕ нумай.
Шкулта вĕреннĕ чухне туссемпе детекторлă радиоприемник пуçтартăмăр. Унăн чертежне «Пионерская правда» хаçатран ыйтса çырнăччĕ. Ярса пачĕç вĕт. Радиоприемнике хута ярсанах симфони музыкине тата «дирижер» сăмах илтсе юлтăм. Тÿрех шухăш пуçа пырса кĕчĕ: эпĕ дирижер пулатăп. Маншăн вăл артист тенине пĕлтернĕ.
Каçхи апат хыççăн килте кашни харпăр хăй ĕçĕпе лараттăмăр. Асатте çăпата хуçатчĕ, эпĕ сĕтел хушшинче урок тунă. «У-у-у санран çын пулмасть!» — вăрçатчĕ асатте ман çине пăхса. Ара, Валерин хăрах ури ташлать, çăварĕ юрлать, хăй урок тăвать.
Атте вăйăçă пулнă. Кашни туя, çĕнĕ хăта ĕçкине чĕннĕ ăна. Анне килте юлнă. Кашнинче сыпса таврăнмассерен асатте: «Микалай, ĕçке ерен!» — тесе вăрçнă, купăсне ирĕксĕрлесе суттарнă. Вара çав укçапа патефон туяннă. Пĕр енчен, купăса сутни питĕ пысăк çухату. Эпĕ те чаплă вăйăçă пулайнă- çке! Тепĕр енчен, патефонпа пластинка итлеттĕм: опера та, пĕрремĕш чăваш юррисене те. Çапах та вăйăçă пулайманшăн паянхи кунччен те чун ыратать.
Пирĕн Минюк Шупашкарти пединститута вĕренме кĕчĕ. 8-мĕш класс хыççăн эпĕ ун патне хăнана килтĕм. Канаша çитсен пĕрремĕш хут пăравус куртăм, Шупашкарта йывăç çуртра пурăнатчĕ аппа. Крыльца çине тухрăм та хула шавланине, сĕрленине итлесе тăтăм. Ун чухне машинăсем хальхи пек йышлă та пулман! Маншăн хула пысăк тĕнче евĕр туйăннă.
«Мускав пире пăсаймарĕ»
16 çулта, 10-мĕш класс пĕтерсен, артиста кайма вăрттăн экзамен тытма Шупашкара килтĕм. Шăмăршă хорĕнче юрлаттăм та фестивале килнĕччĕ шăпах. Мускаври А.В.Луначарский ячĕллĕ театрпа искусство институтне вĕренме каймашкăн конкурс пуласси пирки эпĕ шкулта пĕлтерÿ курнăччĕ.
Çавăн чухне эпĕ пĕрремĕш хут пианино, рояль куртăм. Музыка илтĕннĕ пÿлĕм алăкне уçса пăхрăм та настройщик вылянине куртăм. Кукша пуçлăскер мана иртме хушрĕ. Вылярĕ-вылярĕ те: «Загубили, сволочи!» — ятлаçрĕ хайхискер. Исаак Дунаевский сарăмсăр вилнĕ иккен, çавăн кĕввисене ман валли вылярĕ.
Конкурс питĕ пысăкчĕ — пĕр вырăншăн 20 ытла çын тупăшнă. Эпĕ «Тальянка» юрларăм. Комисси сĕтелĕ айккинче ларакан куçлăхлă старик: «Кил-ха, кил-ха кунтарах», — терĕ. Эп мĕн ятлине, миçе çултине ыйтрĕ. «Ну, маттур», — терĕ. Вăл Иоаким Максимов-Кошкинский хăй пулнă иккен. Халĕ эпĕ унăн сăмахĕсене пил пек йышăнатăп. Вĕренме илчĕç. Анне эпĕ суйланă профессие нихăçан та хирĕç пулман, Мускава кайма чарман, хавхалантарнă кăна. Луиза тăван ялтах юлчĕ, килте пулăшакан кирлĕ- çке. Халь те вăл унтах, атте-аннен хупăннă çуртне астуса тăрать. Минюк ĕмĕр тăршшĕпе шкулта ĕçлерĕ. Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Аксу ялне ĕçлеме ячĕç ăна. Кайран Шăмăрша куçрĕ, 40 çула яхăн ачасене вĕрентрĕ. Анне çĕре кĕнĕ хыççăн яла сайра çÿретĕп. Вăл пурăннă чухне май пур-и, çук-и — яланах кайса килме тăрăшнă.
Илья тете, асаттепе пĕртăванĕн ывăлĕ, МТСра бухгалтерта ĕçлетчĕ. Шкул хыççăн вăл мана хăйĕн патне вырнаçтарчĕ. Мускава каймашкăн укçа ĕçлесе илтĕм. Куртка, шăлавар çĕлеттертĕм. Унччен аттен пиншакĕпе, карттусĕпе çÿреттĕм. Çав укçапа гитара туянтăм, анчах унпа калама вĕренеймерĕм.
Мускавра пĕрремĕш хут метрона кĕрсен анраса кайнă вĕт эпĕ. Алăксем хупăнаççĕ, уçăлаççĕ... Эскалатор çине тăрсан чĕтренсе, туртăнса илнĕ. Урана çурма кеда тăхăннăччĕ. Нускине чĕркуççи айĕнчен çаклатмалли япала пурччĕ. Çавă вĕçерĕнсе кайнă та нуски анса ларать. Пĕшкĕнсе çаклатма вăтаннă-ши вара? Алă та пушă пулман ахăртнех, тулли сумка йăтса утнă. Кайран, пурăна киле, аннене те Мускав кăтартма илсе кайрăм, «Раççей» хăна çуртĕнче пурăнтартăм. Анне метрона кĕрсен ман чухлĕ тĕлĕнмерĕ.
Мускав пире, чăвашсене, пăсаймарĕ. Мĕн вĕрентнине губка пек йăлт çăтаттăмăр. Чăвашран эпир 22-ĕн пулнă. Пурте ялтан, ĕçчен, сăпайлă. Ял хуçалăх ĕçĕсене пурнăçлама тĕрлĕ облаçе илсе каятчĕç. Пуринчен вăйлă ĕçлесе ял халăхне тĕлĕнтереттĕмĕр. Вырăс ушкăнĕ пирĕн чухлĕ пултарайман. Эпир мĕн пĕчĕкрен ĕçлесе ÿснĕ. Эпĕ 8-мĕш класран пуçласа колхоз ĕçне çÿренĕ, хирте тăрăшнă. 9-мĕш класра лаша панă мана, кĕлте турттарнă, купаланă.
«Стиляга»
Каникула яла килсен пĕртен-пĕр хутчен Чĕкеç ятлă хĕре темле майпа ăсатма кайрăм. Хĕрĕ те килĕштерсе çÿренĕскер марччĕ. Аппасене эпĕ унпа кайни килĕшмен. Мана, Мускавра вĕренекен студента, ял хĕрĕпе калаçтарасшăн марччĕ. Ара, эпĕ «стиляга» пулнă мар-и? Хальхи вăхăтри çамрăксем тăхăннă пек ансăр та çăт шăлаварпа, шĕвĕр пуçлă пушмакпа çÿренĕ, çÿçе Элвис Пресли пек хăпартнă…
Малтан виçĕ çул — ВГИК, кайран ГИТИС общежитийĕсенче пурăнтăмăр. Пирĕн пекки Василий Шукшин кирза атăпа çÿретчĕ. Каярахпа палăрнă нумай-нумай артистпа çума-çумăн пурăннă. Халĕ пурне те аса илсе пĕтерес те çук. Кам пĕлнĕ ун чухне вăхăт иртнĕ май ят-хисеп çĕнсе илессе? Эпир ашкăнса пурăнман. Студент студентах ĕнтĕ. Фестиваль-конкурса хутшăннă, вăхăта хаваслă та усăллă ирттернĕ.
Пулас мăшăрăмпа Нина Михайловнăпа эпир пĕрле вĕреннĕ. 1-мĕш курсра чухне пĕр-пĕрне курман та темелле. 2-мĕшĕнче те хĕрпе каччă пек калаçсах кайман. 3-мĕшĕнче пĕчĕккĕн калаçма тытăннă. 4-мĕш курс вĕçĕнче пĕрлешрĕмĕр. Хăш вăхăтра, самантра чĕре кăлт-кăлт тапма пуçланине калаймастăп. Сире ăнланма та йывăр-тăр: пулас артистсен яланах пĕрле хутшăнса ĕçлемелле, сыпăксем, этюд вылямалла сăмахран. Çавăн пек майĕпен- майĕпен юрату çуралнă та. Эпир ЗАГСа кайнине пурне те пĕлтермен. Педагогсенчен ирĕк ыйтса иксĕмĕр кăна кайрăмăр. Нина хăех поплин пусма туянса шурă кĕпе çĕлерĕ. Эпир Грибоедов урамĕнче уçăлнă çĕнĕ мăшăрлану керменĕнче çырăнтăмăр. Çула май яшка пĕçермелли брикет илтĕмĕр. Туй сĕтелĕ çавă пулчĕ. Пирĕн, студентсен, венчет çĕрри илме те укçа пулман. Кайран тин, пĕр-ик çултан, ăна туянса тăхăнтăмăр.
Театра вырнаçсан тепĕр çур çултан тепĕр хут Мускава режиссера вĕренме кайрăм. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Алина ИЗМАН. Валерий ЯКОВЛЕВ архивĕнчи сăн ÿкерчĕксем.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.