Ăшă йăва

10 Раштав, 2014

Елена Евлампьева 2006 çулта мăшăрне çухатнă. Хĕрĕпе Наташăпа çеç тăрса юлнă. Çапах пуçне усман вăл. Тăватă пĕртăвана хăй хÿттине илнĕ. Анатолий, Ангелина, Алексей тата Никита телей тупнă Евлампьевсен çуртĕнче. Елена Владимировнăна ачасен амăшĕ темелле. Хăй вара воспитатель ĕçне пурнăçлать.

Пур - пĕрле, çук - çурмалла

«Тăватă ачана илме шикленмерĕн-и?» - кăсăклантăм эпĕ. «Пĕрне анчах илесшĕнччĕ, - пулни-иртнине аса илчĕ хĕрарăм. - Пĕртăвансене уйăрма юраманнине пĕлтерчĕç. Вара хăрамасăрах тепĕр виççĕшне приютран илсе килтĕм. Малтанах темĕн те пулнă. Хам айванлăхран тарăхса макăраттăм та. Ара, кĕçĕнни, Никита, 3 çулта çеçчĕ ун чухне. Халĕ çитĕнчĕç, хама та пулăшаççĕ».

Ачасем çак ялтах çуралса ÿснĕ. Тăван амăшĕ вĕсене пĕчĕклех пăрахнă. Тĕрĕсрех, Чулхула облаçĕнче пурăнакан амăшне кайса панă. Лешĕ, чирлĕскер, пăхайман. Çапах та аслă мăнукне çитĕнтернĕ. Вăл халĕ 18 çулта, унпа пĕрлех пурăнать. Ыттисене приюта панă. Тăванĕсем те хăйсен хÿттине илес темен ачасене. Пĕр сăмахпа каласан, никама та кирлĕ пулман вĕсем. «Юрать Алена аппа эсĕ пур. Шăпа ăçта илсе çитеретчĕ пире?» - теççĕ пĕртăвансем хĕрарăма тав туса.

Халĕ Анатолий Шупашкарти экономика колледжĕнче ăс пухать, Ангелина Çĕрпÿри коррекци шкулĕнче 6-мĕш класра вĕренет, Алексей - Кÿкеçри коррекци шкулĕнче 3-мĕш класра. Никита вара кÿршĕ ялти шкула çÿрет. Вăл - 2-мĕш класра. Эрне вĕçĕнче килне илсе килет вĕсене Елена Владимировна, каярахпа леçсе ярать. «Çав тери киле килесшĕн ачасем, пĕр-пĕринсĕр тунсăхлаççĕ. Çула тухсан: «Ăçта çитрĕн?» - тесе шăнкăравлаççĕ», - пĕлтерет Елена.

Çак ачасемшĕн Елена Владимировна амăшĕ вырăнĕнчех. Хăйĕн тĕпренчĕкĕнчен пĕрре те уйăрмасть вĕсене. «Уйăрмалăх та çук», - тет хĕрарăм. Амăшĕ тĕпренчĕкĕсемшĕн чунне ыраттарманни çеç пăшăрхантарать ăна. «Пĕлтĕр ачасене Çĕнĕ çула уявлама клуба илсе тухрăм. Унпа çакăнта курнăçасса шаннăччĕ. Çук, пырса калаçмарĕ вăл. Лавккара ют ачана шăккалат илсе панине курнă ывăлĕ. Ăна вара сăмах та чĕнмен. Çакăн хыççăн анне теме пулать-и çак хĕрарăма?» - малалла сăмахлать Елена.

Ачасен амăшĕпе ÿсмелле. Çакна лайăх ăнланать Елена Евлампьева. Анчах сÿрĕк чĕреллĕ хĕрарăма ачасене пама хăрать вăл. Çапкаланчăк çын çĕршыва та, тăван-пĕтене те, никама та кирлĕ мар.

«Ку - манăн кил»

Ялта хĕрарăма пĕччен пурăнма çăмăл мар. Çавна май Елена Владимировна та мăшăр тупнă. Сергей Ильина ачасем те кăмăллаççĕ. Ăна вĕсем «атте» теççĕ. Акă кăçал Сергей Николаевичпа Анатолий мунчана шал енчен юсаса çĕнетнĕ. Арçын ача унран столяр ĕçне хăнăхса пырать, выльăх-чĕрлĕх пăхма вĕренет. Ахальтен мар Анатолий пирки унăн учителĕ: «Чи юратнă вĕренекен», - тесе хакланă.

Килти ĕçсене çемьепе тăваççĕ вĕсем. Çĕрулми лартмалла-и е утă çулмалла-и - пурте пĕрле ĕçлеççĕ. Кашни хăйĕн тивĕçне пурнăçлать. Уявсене те пĕрлех ирттереççĕ. Ятарласа сĕтел хатĕрлеççĕ. Кун пек чухне Ангелина тăрăшуллă пулнине палăртрĕ кил хуçи хĕрарăмĕ. «Мĕн туса пулăшам? - тесе ыйтать ялан. Салат хатĕрлеме юратать, апат пĕçерет», - савăнсах пĕлтерет Елена.

Çак ĕçсене пурнăçлама ăна хăй вăхăтĕнче Алена аппăшĕ хăнăхтарнă. Пурнăçа юратма, пĕр-пĕрне хисеплеме, хаклама вĕрентнĕ. Пурте пĕрле кар тăрса ĕçлени, çуралнă кунсене палăртни - вĕсемшĕн пысăк савăнăç.

Кил-тĕрĕшри выльăх-чĕрлĕх ачасене воспитани пама пулăшать. Ĕç йĕркине пĕлсе çитĕнеççĕ. Сăмахран, икĕ вăкăра тăрантарас тесе çăвĕпех çырмаран курăк йăтнă ачасем. Юрать-ха кун пек чухне мотоблок пурри пулăшать. Унпа пахча сухалама та аван. Ку ĕçсене пурнăçлама Анатолие шанаççĕ. Пĕве кĕнĕ арçын ачана халĕ шăллĕсемпе йăмăкĕ те итлеççĕ. Вăл асли-çке.

Тăван килне килнĕ пекех пуçтарăнаççĕ пĕртăвансем. Канмалли кунсенче Ангелинăпа Наташа кил-çурта тирпейлеççĕ, арçын ачасем вара мунча хутаççĕ. Пĕр-пĕринпе шăкăл-шăкăл калаçса ĕçлеççĕ вĕсем. Туслă çемье каярахпа сĕтел хушшине ларать. Кунта та çирĕп йĕрке палăрать: малтан хĕрсем апатланаççĕ, кайран - арçын ачасем.

«Ку манăн кил», - тет пĕчĕк Никита. Пĕтĕм савăнăçне çак йăвара тупнă вăл. Уншăн пиччĕшĕсемпе аппăшĕ çумра пулни, вĕсемпе пĕрле уявсем ирттерни паха. Çĕнĕ çул умĕн кил умне чăрăш лартаççĕ вĕсем. Ăна тĕрлĕ теттепе илемлетеççĕ. Кăçал та çак йăлана малалла тăсасшăн. Елена Владимировна ачасен савăнăçне татасшăн мар.

Валентина ПЕТРОВА.

Канаш районĕ, Тăрăн ялĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.