Аслă шкулсем кадрсене кирлĕ чухлех хатĕрлеççĕ-и?

8 Раштав, 2015

Кам, хăçан, мĕн чухлĕ кирлĕ пулать? Республикăра тата çĕршывра тĕрлĕ тытăмра ĕçлекен специалистсем пирки ятарлă тĕплĕ тĕпчев тăвас ыйту тахçантанпах çивĕч тăрать. И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра республика ертÿçи Михаил Игнатьев, тĕрлĕ ведомство пуçлăхĕсем, предприятисен ертÿçисемпе представителĕсем тата студентсем хутшăннипе йĕркеленĕ "çавра сĕтелре" те пуринчен ытла шăпах çакăн çинчен калаçу пычĕ.

Республикăри чи пысăк вĕренÿ учрежденийĕ вĕрентсе кăларакан çамрăк специалистсем ĕç паракансене тивĕçтереççĕ-и, диплом илнĕ яшсемпе хĕрсем хăйсен специальноçĕсемпех ĕçе вырнаçаççĕ-и, ĕç рынокĕнче паян камсем "дефицит"? Çак тата ытти ыйтăва та çивĕч сÿтсе яврĕç.

 

http://hypar.ru/cv/chpu-cavra-setel

 

Рубрика: 
Теги: 
Автор: