Аслисем те, çамрăксем те алă пусрĕç

15 Кăрлач, 2018

Ытти регионти пекех, Чăваш Енре пурăнакансем те Раççей Президенчĕ пулас текен вăл е ку кандидатшăн алă пусма пултараççĕ. Вĕсене волонтерсем ятарлă пунктсенче кĕтеççĕ. Çакнашкал пунктсене халăх йышлă пухăнакан-çÿрекен вырăнсенче йĕркеленĕ.

Кăрлачăн 14-мĕшĕнче кăмăл пуррисем Владимир Путиншăн «Единая Россия» парти Председателĕн Чăваш Енри общество йышăну пÿлĕмĕнче алă пусрĕç. «Çынсем хăйсен кандидачĕсене ырланине палăртасшăн. Ку утăма тума меллĕ тата хăтлă пултăр тесе «Единая Россия» парти общество йышăну пÿлĕмĕсенче алă пусмашкăн ирĕк пачĕ. Çакăн пирки волонтерсем ыйтнă. Алă пусмалли пĕрлехи кун Шупашкарта тата Çĕнĕ Шупашкарти общество йышăну пÿлĕмĕсенче иртет», — пĕлтерчĕ ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ, партин регион уйрăмĕн секретарĕ Валерий Филимонов.

Шупашкарти йышăну пÿлĕмĕнче — 4 волонтер. Акă Инна Алексеева канмалли куна кунта ирттернĕшĕн пĕрре те ÿкĕнмест. «Кунта хам килес терĕм. Çынсем кăмăлпах алă пусаççĕ», — пĕлтерчĕ пике. Волонтерсем килекенсен хушшинче нимĕнле агитаци те ирттеремеççĕ, алă пусни мĕн тума кирлине аса илтереççĕ çеç.

Акă Ижуткинсем йышăну пÿлĕмне çемйипех килнĕ. «Искусство шкулĕнче ĕçлетĕп. Паян канмалли кун пулнине шута илсе кунта мăшăрăмпа тата хĕрĕмпе алă пусма килтĕмĕр. Путин кандидатурине ырлатăп эпĕ, вăл тытса пыракан çул мана пур енĕпе те килĕшет», — терĕ Ирина Ижуткина.

Алă пусас текенсен хушшинче аслăрах çултисем те, çамрăксем те пур. И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн студентки Оксана Салмина тата Шупашкарти медицина колледжĕнче вĕренекен Татьяна Телепнева та килнĕ. Çак кандидатшăн паян ăçта алă пусма май пуррине вĕсене тантăшĕсем пĕлтернĕ.

Çавăн пекех, эпир пĕлнĕ тăрăх, Чăваш Енре çĕршыв ертÿçи пулас тесе хăйсен кандидатурине тăратнă Борис Титовпа Ксения Собчакшăн та çынсем алă пусаççĕ, анчах вĕсен штабĕпе çыхăнма май килмерĕ.

Теги: 

Комментари хушас