Ăстаçăсем ăмăртрĕç

20 Çĕртме, 2018

Ăмăрту тĕллевĕ — паха опыта сарасси тата выльăх ĕрчетекенĕн ят-сумне çĕклесси, професси шайне ÿстересси. Конкурса чи пултаруллă специалистсем, районсенчи çĕнтерÿçĕсем пуçтарăнчĕç. Савăнăçлă уява уçнă май иртнĕ çулхи конкурс çĕнтерÿçи Валентина Подгорова /Шупашкар районĕ, «Атлашевский» ЯХК/ Чăваш Республикин ялавне çĕклерĕ. Пухăннисене ЧР Ял хуçалăх министерствин выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес тата ăратлăх ĕçĕн пай пуçлăхĕ Светлана Мясникова, Чăваш Енри патшалăх ветеринари службин ертÿçи Сергей Скворцов, Патăрьел районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов тата ыттисем саламларĕç.
Выльăха искусствăллă майпа пĕ¬тĕ¬лентерекен техниксен конкурсĕ 36-мĕш хут иртрĕ. Кăçал зоотехник-селекционерсене те мероприятие явăçтарма йышăннă. «Выльăх-чĕрлĕхрен продукци туса илесси ăратлăха çĕнетсе пынинчен нумай килет. Куншăн зоотехник-селекционерсем яваплă. Вĕсем тĕп кĕтĕве йĕркелеççĕ», — палăртрĕ уява уçнă май Сергей Скворцов. «Юлашки вăхăтра выльăхран продукци илесси ÿссех пырать. Хальхи вăхăтра ĕнерен çулталăкне 5-6 пин кг сĕт суни те вăтам кăтарту шутланать. 70-мĕш çулсенче вара кун пирки ĕмĕтленнĕ кăна, — терĕ Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ зоотехникĕ Иван Козин. — Сăвăм 9 пин килограмран иртекен хуçалăхсем те пур. Çакă выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсен тăрăшулăхне кăтартать».
Конкурсăн теори пайĕ Сăкăтри шкулта иртрĕ. «Мероприятие ăратлă выльăх ĕрчетекен хуçалăхсенчен специалистсем хутшăнаççĕ. Пысăк тухăçлă выльăх ĕрчетмесĕр хуçалăха аталантарма йывăр», — палăртрĕ Светлана Мясникова.
Специалистсем ыйтусене тăрăшсах хуравланине кура вĕсен шухăш-кăмăлне те пĕлес терĕмĕр. «Прогресс» хуçалăхра нумай пулмасть ĕçлетĕп. Ыйтусене йăнăш хуравласа намăс курас килмест», — пĕлтерчĕ Елчĕк тăрăхĕнчен килнĕ Валентина Карсакова. Хĕрлĕ Чутай районĕнчи «Коминтерн» хуçалăхăн зоотехникĕ Лидия Охтеркина виççĕмĕш çул выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче тăрăшать. Çавăнпа нумай шухăшласа-иккĕленсе тăмарĕ, ыйтнине хăвăрт пурнăçларĕ. «Нумайăшĕ тĕрĕс хуравлани савăнтарать. Çакă вĕсем профессие лайăх пĕлнине кăтартать», — терĕ техник-осеменаторсен ĕçне хаклакан тĕп судья Вениамин Антонов.
Практика пайĕ «Красное знамя» хуçалăхăн сĕт-çу ферминче иртрĕ. Петр Никифоров ертÿçĕ каланă тăрăх, ЯХПКра 721 мăйракаллă шултра выльăх, çав шутра сăвăнаканни — 320 пуç. Кăçалхи 5 уйăхра аш — 31, сĕт 849 тонна туса илнĕ. Кăтартусем иртнĕ çулхинчен палăрмаллах ÿснĕ. Виçĕ çул каялла кунта çĕнĕ ферма туса пĕтернĕ. Çутă, таса çĕрте канма, ĕçлеме условисем йăлтах пур. Хăнасем хуçалăхăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă хыççăн практика пайĕ пуçланчĕ. Зоотехник-селекционерсен хушшинче уйрăмах çивĕч иртрĕ вăл. Пысăк опытлисем, çамрăксем пĕлĕве ĕçре кăтартса пачĕç. Жюри кашни япалана шута илчĕ: санитарипе гигиенăна пăхăннине, приборсемпе тĕрĕс усă курнине тата ытти те. Витери сывă ĕнесемпе пĕрлех чирли те пур иккен. Етĕрне районĕнчи «Ленинская искра» хуçалăхăн техник-осеменаторĕ Наталия Садовникова ăна çăмăллăнах палăртрĕ. «Ĕнене сиплесен йĕркеллех пулать», — терĕ вăл ĕçне вĕçленĕ май.
Аслă ăру хушшинче çамрăксем ăмăртнине те курма хавас пулчĕ. «Аслă пĕлÿ илнĕ хыççăнах хуçалăха вырнаçрăм. Унччен икĕ çул конкурсра малти вырăнсене йышăнтăм. Осеменатор ĕçĕ çăмăл мар, çапах килĕшет. Хулара çуралса ÿснĕ пулсан та ял ĕçне суйласа илтĕм», — терĕ Çĕрпÿ районĕнчи «Колос» хуçалăхăн техник-осеменаторĕ\Владимир Ефимов.
Пуян опытлă специалистсене те çăмăл пулмарĕ. Хăнăхнă, пĕлнĕ ĕç темелле, анчах жюри умĕнче алă çыхланчĕ. Техник-осеменаторсенчен Елена Николаева /Шупашкар районĕ, «Атлашевский» хуçалăх/ мала тухрĕ. Ăна чемпион хăйăвне çакса ячĕç. Çамрăксенчен Владимир Ефимов /Çĕрпÿ районĕ, «Колос» ФГУП/, ветерансенчен Мария Куракова /Йĕпреç районĕ, «Империя» агрофирма/ палăрчĕç. «Чи лайăх зоотехник-селекционер» ята Мария Именова /Етĕрне районĕ, «Родина» пĕрлешÿ/ тивĕçрĕ. Ветерансенчен Людмила Нрти /Патăрьел районĕ, «Красное знамя» ЯХПК/, çамрăксенчен Екатерина Васильева /Шупашкар районĕ, «Чурачикское» пĕрлешÿ/ уйрăмах хастар пулчĕç.
Çĕнтерÿçĕсене дипломсемпе, парнесемпе хавхалантарчĕç. Вĕсем республика чысне Киров облаçĕнче иртекен Пĕтĕм Раççейри конкурсра хÿтĕлĕç.
Лариса Никитина.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.