Астрономи, финанс пĕлĕвĕ тата ытти

1 Авăн, 2017

Паян — Пĕлÿ кунĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх республикăри вĕренÿ учрежденийĕсенче ăна халалласа чаплă мероприятисем иртеççĕ, шкул ачисемпе студентсене влаç, общество организацийĕсен, предприятисен представителĕсем, ашшĕ-амăшĕ саламлаççĕ. Сăмах май, 2017/ 2018 çулхи вĕренÿ çулĕнче пĕлÿ заведенийĕсенче 196,5 пин ача тата çамрăк ăс пухĕ, вĕсенчен 36 ытла пинĕшĕ — пĕрремĕш курссенче тата пуçламăш классенче.

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнчи шкул программине те самаях пуянлатнă, унта хушма дисциплинăсем кĕртнĕ.

Алтăр-çăлтăр — çут çăлтăр

2017/2018 вĕренÿ çулĕнче РФ Вĕрентÿ тата ăслăлăх министерствин хушăвĕпе вăтам шкулăн аслă класĕсенче астрономи курсне программăна обязательнăй йĕркепе кĕртнĕ.

ЧР вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕн заместителĕ Алевтина Федорова пĕлтернĕ тăрăх, асăннă тытăм республикăри шкулсенче ку предметпа пĕлÿ памалли мероприятисен планне хатĕрленĕ. Астрономие тивĕçлĕ условисем туса хунă /учебниксем туяннă, вĕрентекенсен квалификацине ÿстернĕ/ шкулсенче кăçалхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен, 2018 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен ыттисенче те обязательнăй йĕркепе пурнăçа кĕртме йышăннă. Республикăри Вĕрентÿ институтне асăннă ăслай тĕлĕшпе методика материалĕсем хатĕрлеме тата ăна вĕрентекен кадрсен квалификацине е професси ăсталăхне ÿстерессине йĕркелеме хушнă. Тĕрĕссипе, ку ĕçе пуçăннă темелле: учительсен республикăри конференцийĕнче вĕсем валли уйрăм секци йĕркеленĕ те ĕнтĕ.

Астрономи курсне 35 сехетлĕх палăртнă тата икĕ шая пайланă: пĕрремĕшĕнче — базăллинче — Хĕвел тытăмне, çăлтăрсен эволюцине тата Тĕнче уçлăхĕпе унăн хутлăхĕн вăхăтлăх масштабĕсене шĕкĕлчĕç, иккĕмĕшĕнче — тарăннăн тишкермеллинче — çÿл тÿпери çăлтăрсемпе планетăсен, вĕсен тытăмĕсен тата йĕркеленĕвĕпе çĕнелсе улшăннин, физика тĕлĕшĕнчи тавралăхне тĕпченин мелĕсемпе тата кăтартăвĕсемпе паллаштарĕç. Унсăр пуçне ачасем космосăн тĕп объекчĕсем географи пулăмĕсемпе çыхăннине тишкерĕç.

РФ Вĕрентÿ тата ăслăлăх министерствин методика сĕнĕвĕсенче çирĕплетнĕ тăрăх, «Астрономи» предметне ППЭ мелĕпе /çав шутра хăйсен ирĕкĕпе/ ирттерекен патшалăх аттестацин тĕрĕслевне кĕртме палăртмаççĕ. 2019 çултан ку предметпа пĕтĕм Раççейри тĕрĕслев ĕçĕсем ирттерĕç, астрономипе çыхăннă ыйтусем физикăпа тытмалли ППЭн контрольпе виçев материалĕсенче пулĕç.

Банк пуçарнипе

Раççей банкĕпе РФ Вĕрентÿ тата ăслăлăх министерстви пĕлтĕр çĕршывра пурăнакансен финанс пĕлĕвне ÿстерес тĕлĕшпе килĕштерсе ĕçлеме йышăннă, кăçалхи çуркунне вара ку енĕпе çĕршыври вĕренÿ учрежденийĕсене асăннă программăна кĕртмелли конкретлă мероприятисене «çул-йĕр карттинче» уçăмлатнă.

Т ĕ р ĕ с с и п е , г р а ж д а н с е н ф и н а н с пĕлĕвне ÿстересси кредит организацийĕн ăнăçлăхĕпе тÿрремĕнех çыхăннă. Укçа- тенкĕпе пĕлсе хуçаланма вĕсене çамрăклах хăнăхтармалла. Раççей банкĕ пуçарнипе çĕршывăн 72 регионĕнче пилотлă проект пурнăçланать. Унăн хăш-пĕр элеменчĕпе шкул программинче усă кураççĕ, вĕсене обществознани тата экономика урокĕсенче ачасем суйласа илнĕ тăрăх ăса хывтараççĕ. Шкулсене сĕнекен «Финанс пĕлÿлĕхĕн никĕсĕ» учебник кăларнă. Унпа килĕшÿллĕн Чăваш Енре Сĕнтĕрвăрри хулинчи гимназире тата Патăрьел районĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта финанс пĕлĕвĕ илме тытăннă.

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче пилотлă учрежденисен йышне Шупашкарти 24, 30, 48-мĕш шкулсем хушăннă. 2017 çул вĕçленнĕ тĕле çĕршывра ун йышшисене 500-е çитерес тĕллевлĕ.

Раççей банкĕпе РФ Вĕрентÿ тата ăслăлăх министерствин квалификаципе професси ăсталăхне ÿстерекен академийĕн специалисчĕсем пулăшнипе тьюторсем /методистсем/ тата учительсем хатĕрлекен программăна ĕçе кĕртнĕ. Раççей банкĕ, çав шутра Халăх банкĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕ, ентешсен финанс пĕлĕвне ÿстермелли мероприятисене хастар хутшăнать.

Шах тата мат…

Чăваш Республики Раççей шахмат федерацийĕн тата Тимченко фончĕ Раççей регионĕсен хушшинче «Шахмат — шкулта» проекта хутшăнас тĕллевпе йĕркеленĕ конкурсра çĕнтернĕ. Ятарлă комисси заявкăсене пĕрлехи критерие — шахмат урокне çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче субъектра ирттерме палăртнине, ятарласа хатĕрленĕ учительсем пуррине тата пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулсен хушшинче ку енĕпе кăтартуллă пулма ăнтăлнине, регион тата муниципалитет влаçĕсен органĕсем шахмат пĕлĕвне сармашкăн пулăшса пынине — тĕпе хурса пахаланă. Малалла вулас...

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.