«Атăлçири ăнăçлă çемье» конкурсра палăрнă

24 Авăн, 2018

Авăн уйăхĕн 22-мĕшĕнче Саранск хулинче ача çурчĕсене тата ашшĕ-амăш хÿттисĕр юлнă ачасене пулăшас тĕллевпе иртнĕ «Ачалăха тавăрас» фестивале тата «Атăлçири ăнăçлă çемье» конкурса пĕтĕмлетрĕç. Пухăннисене федерацин Атăлçи округĕн Раççей Президенчĕн полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров ячĕпе ăна пулăшаканĕ Владимир Колчин саламланă. Вăл конкурса хутшăнакансем çемьери йывăр лару-тăрăва лекнĕ ачасемшĕн чăн-чăн çывăх çынсем, çемьери хаклăхсен ырă тĕслĕхĕ пулса тăнине палăртнă.

«Атăлçири ăнăçлă çемье» конкурса 14 çемье хутшăннă. Çĕнтерÿçĕ ятне Саратов облаçĕнчи Рудневсем, 2-мĕш степенлĕ диплома Мари республикинчи Петровсем тивĕçнĕ. Шупашкарти Львовсем Чăваш Ен чысне тивĕçлĕн хÿтĕлесе 3-мĕш пулнă. Çĕнтерÿçĕ-çемьесене дипломсемпе тата асăнмалăх парнесемпе чысланă.

Аса илтерер: Львовсем нумай пулмасть «Çулталăк çемйи» Пĕтĕм Раççейри конкурсра «Нумай ачаллă çемье» номинацире мала тухнăччĕ.

СĂМАХ МАЙ

 Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне Чăваш Енре нумай ачаллă 12 417 çемьене шута илнĕ /2011 çултипе танлаштарсан ÿсĕм — 49,4%/.

www.hypar.ru

Теги: 

Комментари хушас