Атте çулĕпе

Маншăн вĕрентекен сăмах питĕ пĕлтерĕшлĕ. Вăл — ачалăхри тĕллев, çамрăклăхри вĕренÿ тапхăрĕ, 40 çул шкулта вăй хунă çулсем. Учитель профессине алла илме мана атте-аннен ырă та витĕмлĕ тĕслĕхĕ хистенĕ.
Манăн вулакана аттепе Матвей Алексеевпа паллаштарас килет. Вăл 1925 çулта Çĕрпÿ районĕнчи Вĕрмер ялĕнче нумай ачаллă хресчен çемйинче çуралнă. Старакри 7 çул вĕренмелли шкула Мухтав хучĕпе пĕтернĕ. Каярахпа Çĕрпÿри педагогика училищинче ăс пухнă. Вĕренсе пĕтернĕ хыççăн 17 çулти йĕкĕте Октябрьски районĕнчи Кĕчкей шкулне ĕçлеме янă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнăран атте çак шкулта 4 уйăх çеç ĕçлеме пултарнă. 1943 çулхи кăрлач уйăхĕнче ăна çара илнĕ. Чкаловск хулинчи пулеметчиксене хатĕрлекен училищĕре 5 уйăх вĕреннĕ хыççăн çапăçусене хутшăннă. Брянск хули çывăхĕнчи пĕр çапăçура атте вăйлă аманнă: ун çывăхĕнчех снаряд ÿксе çурăлнă, сулахай ури хырăмне сиенленĕ. Снаряд ванчăкĕ ĕмĕрлĕхех çурăмне кĕрсе вырнаçнă.
Урипе чылай асапланнă вăл. Тăхăр уйăхра 6 госпитальте сипленме тивнĕ, 4 операци чăтса ирттернĕ. Юлашкинчен Улатăрти 3057-мĕш госпитальтен уçă суранпах тăван ене таврăннă. Икĕ уйăх Çĕрпÿ больницинче сипленнĕ хыççăн иккĕмĕш ушкăнри инвалид пулса килне çитнĕ.
Костыльпе çÿренĕ пулсан та атте 1944 çулта Энĕшкасси Кушкă шкулĕнче вĕрентекенре ĕçлеме пуçланă. Çак тапхăрта Çырмапуç ялĕнчи пĕр фельдшерпа паллашнă. Вăл, Граждан вăрçине хутшăннăскер, аттене хăйĕн ятарлă маçĕпе сипленĕ. Çапла вара 2 çултан тинех унăн суранĕ ÿт илнĕ. Атте костыле пăрахса туя çине куçнă. Энĕшкасси шкулĕнче 3 çул учительте, каярах 4 çул ертÿçĕре тăрăшнă. Вăрçăччен тума пуçланă шкула хăпартса лартнă. Ун хыççăн 3 çул Старак тата Хĕрлĕту шкулĕсенче хими, биологи тата географи вĕрентнĕ. Малалла вулас...

Нина ГАВРИЛОВА, Сĕнтĕрвăрри районĕ. Çемье архивĕнчи сăн ÿкерчĕк.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.