Аттепе аннерен хакли никам та çук

3 Ака, 2020

Конституци çĕршывăн Тĕп саккунĕ пулнине кашниех пĕлетпĕр. Анчах та вăхăт иртнĕçемĕн пурнăç та улшăнать, Тĕп саккуна та çĕнĕлĕхсем кĕртме тивет. Çакăн пирки вулаканăмăрсен кăмăлне пĕлес килет. Мĕн шухăшлаççĕ вĕсем патшалăх, общество йĕркин принципĕсем, кашни гражданинăн ирĕкĕ пирки?

Василиса АРХИПОВА, Чăваш Республикинчи хĕрарăмсен союзĕн Элĕк районĕнчи уйрăмĕн ертӳçи:

— Конституцие кĕртме палăртнă улшăнусем маншăн питех те çывăх, мĕншĕн тесессĕн вĕсем çемье хаклăхĕсене пырса тивеççĕ. Ачасем — пирĕн, уйрăм çемьен, пуласлăхĕ кăна мар, вĕсем пирĕн регион, çĕршыв пуласлăхĕшĕн яваплă. Эпир паян вĕсемшĕн тăрăшни хамăрăн пуласлăх пирки шухăшланинех пĕлтерет. Конституци текстĕнчи пепкесемпе çыхăннă уйрăм статьяна паян, Раççейре шăпах Ачалăх вунă çуллăхĕ пынă вăхăтра, чи пысăк çитĕнӳ тесе хаклатăп. Çак улшăну патшалăх политикинче чи пĕлтерĕшлĕ приоритета çирĕплетет — ачасене хӳтĕлессине! Пысăк пĕлтерĕшлĕ тепĕр саманта та палăртмасăр иртес килмест — çемьене арçынпа хĕрарăм союзĕ тесе йышăннине. Пирĕншĕн аннепе аттерен хакли никам та çук.

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.