Аварире ултă çын суранланнă

29 Пуш, 2018

Шупашкар районĕнче çул çинчи инкек пулнă, унта ултă çын суранланнă, вĕсенчен иккĕшĕ — çулталăк çурăри тата вунă çулсенчи ачасем.

Чăваш Енри ШĔМĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх М-7 трассăн 638-мĕш километрĕнче каçхи 8 сехетре Деу Нехсия тата Даф тиев машини çапăннă. Малтанхи тĕрĕслев палăртнă тăрăх, авари «иномарка» водителĕн айĕпе пулнă.

Пилĕк пассажира лартнă Деу Нехсия Чăваш Ене Санкт-Петербургран килнĕ. Иномарка çуллахи урапасем çине куçнă. Ахăртнех, çакă авари сăлтавне çаврăннă. Юрлă çул çинче водитель машинăна итлеттереймен, çавăнпа вăл хирĕç çул çине тухнă, фурăпа çапăннă. Çăмăл машинăри водительпе пассажирсене çийĕнчех Шупашкарти больницăсене ăсатнă. Йывăр тиевлĕ машина водителĕ хăйне чиперех туять. Палăртмалла: икĕ водитель те урă пулнă.

 

Теги: 

Комментари хушас