«Авланма вăхăт çитнине туйса илтĕм»

13 Нарăс, 2020

Вĕсем пĕр-пĕрне 20 çул кĕтнине уççăн пĕлтереççĕ. Виталий ОСИПОВ юрăç соцсетьри хăйĕн страницинче сарă çÿçлĕ чиперккене ыталанă сăн ÿкерчĕксем тăтăш вырнаçтарать. Пăхсанах паллă — кунта юрату! 42 çула çитнĕ хусах, тен, тинех авланать?

— Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче «Альянс» ушкăн юррисем кашни магнитофонран кăна мар, утюгран та янăратчĕç пулĕ. Виталий, санăн яту пĕр вăхăт илтĕнмерĕ. Ăçта пулнă эсĕ?
— Тĕрĕссине калас-и? Фанаткăсенчен ывăнтăм, çавăнпа çухалтăм. 5 çул сцена çине тухмастăп тесе хама сăмах патăм. Çапла пулчĕ те. Пĕлтĕр ака уйăхĕнче эпĕ концертсене хутшăнманранпа 5 çул çитрĕ. Кайран тÿрех «Уйрăлу куççулĕ» юрă çыртартăм. Çавăн хыççăн каллех концертсем пуçланса кайрĕç.
Ан тĕлĕнтер-ха! Савакансенчен ывăнма пулать-и вара?
— Хĕрсем питĕ хытă ывăнтараççĕ. Çуршар çул киле килмесĕр пурăн- ха! Çĕпĕр, Иркутск, Байкал, Урал… — ăçта кăна çитмерĕм-ши?
Халĕ санăн савни пур. 20 çул иртсен епле шыраса тупрăн ăна?
— Вăл мана хăй тупрĕ. «Контактра» эпĕ хамăн ятпа ларманччĕ, çавăнпа чылай шыранă. Пĕлтĕр кăна хам ятпа страница уçрăм. Альбинăпа эпир Шупашкарти Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищинче вĕреннĕ чухне паллашнă. Салтака кайсан çырусем çÿретнĕ. Пĕр-пĕрне килĕштернĕ, анчах хĕрпе каччă пек çÿремен. Пĕлтĕрхи раштавăн 29-мĕшĕнче Шупашкарти Трактор тăвакансен культура керменĕнче иртнĕ концертра эпĕ те юрларăм. Александр Яшков /Пăхаттир ятлă блогер/ ÿкерсе Инстаграма тÿрĕ эфира кăларнă. Альбина çавна курнă та мана шырама тытăннă. Тепĕр кунхине эпĕ яла, Канаш районĕнчи Карăклине, кайрăм. Çур çĕр çитеспе «Контакта» кĕтĕм. Альбинăран çыру курах кайрăм. «Эсĕ мана палламарăн та пуль…» — çырнă вăл. «Кривов урамĕнче пурăнаттăн», — тÿрех хуравларăм эпĕ. «Ку хĕр ăçтан тупăнчĕ-ши?» — тесе савăннипе сиксе илтĕм. Чĕрере темĕскер кăрт! турĕ. Тула тухса умлăн-хыçлăн икĕ пирус туртса ятăм. Хĕрсенчен вăтанакан марччĕ эпĕ. Хыççăн чуптарса сахал мар пикене макăртрăм пулĕ. Альбинăпа хама урăхла тытрăм. Хумханнипе чĕтрекен пÿрнесемпе телефона пусса йăнăшсем тăва-тăва ун патне çыртăм. Кăрлачăн 3-мĕшĕнче тĕл пулма калаçса татăлтăмăр. Чĕнекенсем пулсан та Çĕнĕ çула ниçта та каймарăм, тăван килте кĕтсе илтĕм. Альбина ун чухне Мускавраччĕ. Кăрлачăн 2-мĕшĕнче Канаш районĕнче концерт пулчĕ. Лайăх иртрĕ вăл. Эпĕ те унта юрларăм. Кайран эрех ĕçсе лартрăм. Манăн ĕçме юраманнине пĕлетĕп: 2 черкке хыççăн эпĕ чарăнаймастăп. Ирхи 4-ра киле çитсе выртрăм. Çывăрса тăрсан мунча хутса ятăм та 3 сехет çăвăнса уçăлтăм. Кăнтăрлахи 2 сехет валли таксипе Шупашка-ра кайрăм.
20 çул курман хĕр патне ÿсĕр кайрăн-и?
— Çапла пулса тухнăшăн ÿкĕнетĕп. Çапах Альбина мана ăнланчĕ. Унпа заливра тĕл пултăмăр. Кайран манăн юлташсем патне Çĕнĕ çул тума кайрăмăр. Хутшăнусем пуçланиччен хама япăх енчен кăтартас йăла пур манăн. Эпĕ мĕнлине тÿрех куртăр. Çавăн пек йышăнма хатĕр-и, çук-и — хăй татса патăр. Лайăх енчен кăна кăтартса çынна мĕншĕн суяс? Эпĕ сайра хутра /çур çулта пĕрре/ эрехпе айкашатăп. Кайран вăл хăйĕн тăван ялне, Етĕрне районне, кайрĕ. Эпĕ — киле. Çăмăл машинăпа çÿрекенскер ман пата яла çитме шантарчĕ. «Сана мĕнле шыраса тупмалла?» — терĕ. Яла çитсен лавккана кĕрсе ыйтма хушрăм. Çăлтăр е Вандам тесен мана пурте пĕлеççĕ. Сăмах май, манăн пĕтĕм майра машинăпа çÿренĕ. Çулла кÿршĕсем гаражра ĕçленĕ чухне манран тĕлĕнсе пĕтерейместчĕç. Ман пата «Джиппа» майрасем пĕрин хыççăн тепри вĕçтерсе килеççĕ-ха та. Тата манăн хĕрсем яланах хамран çÿллĕ пулнă. Куншăн эпĕ пĕртте аванмарланман.
Хĕрсене ялах илсе килетĕн-и?
— Кашнине мар ĕнтĕ, юратса çÿренисене кăна. Кăрлачăн 4-мĕшĕнче пирĕн яла Полина Борисова, Юрий Кашкăр, Михаил Ăраскал юрăçсем концертпа килчĕç. Полинăна клуба пыма шантартăм. Çула май лавккана кĕтĕм. Сутуçăпа калаçса тăнă хушăра: «Çăлтăр ăçта пурăнать?» — тенине илтех кайрăм. Çаврăнтăм та — манăн Альбина! Унпа пĕрле клуба концерт курма кайрăмăр.
Санăн нумай майра пулнине Альбина пĕлет-и?
— Студент вăхăтĕнчех вăл ман çинчен пĕлнĕ. Халĕ тепĕр хут унпа тĕл пулнă хыççăн пур хутшăнăва та татрăм. Тек никам та çырмасть ман пата, хам та калаçмастăп. Пĕр çынна саватăп пулсан мана унсăр пуçне никам та кирлĕ мар. Альбина мана 20 çул каялла салтака ярса панă сăн ÿкерчĕк килте упранать. Эпĕ ăна хăйне кăтартсан тĕлĕнсех кайрĕ.
Епле-ха эсĕ çавăн чухлĕ хĕр хушшинче ку таранччен качча илмеллине тупайман?
— Салтакран килсен эпĕ вырăс хĕрĕпе Иринăпа çÿрерĕм. Пирĕн яла тăванĕсем патне хăнана килчĕ вăл. Канашра манăн хваттерте пĕрле пурăнтăмăр. 6 çул пĕрле пулнă унпа. Качча тухма та сĕнтĕм. Водитель правине илме вĕрентсе кăлартăм. Супер-пупер телефонсем илсе патăм. Анчах вăл Иркутска тухса кайрĕ /ашшĕ-амăшĕ унта пурăнатчĕ./ «Мана атте машина туянса пачĕ, эпĕ таврăнмастăп», — терĕ. Çавăн чухне эпĕ пĕрремĕш хут хĕршĕн макăрнăччĕ. Юратăва машинăпа улăштарнă пек йышăнтăм. Халĕ манăн машина çук. Руль умне ÿсĕрле ларас йăлана пула çаврăнса ÿкнĕ хыççăн хама шанмастăп. Кирек ăçта каймалла чухне мана яланах хĕрсем илсе çÿренĕ. Ири-нăшăн пĕр-ик эрне куляннă хыççăн чунра тем пулчĕ. Хĕрсемпе хама кăнттам тытрăм, вĕсемпе усă куртăм. Вара каллех пурнăçăмра ахăр самана пуçланчĕ. Никампа та юратса çÿремен. Кайран каллех чĕрере кăрт! турĕ. Тутарстанри Пăкăльма хĕрне Натальйăчкăна юратса пăрахрăм /вăл мана Вительечка тетчĕ./ Пуç çаврăнса кайрĕ. Çырăнмасăр пĕрле 6 çул пурăнтăмăр, ача-пăча çуратман. Унăн амăшĕ хушша-хуппа кĕни, пĕр хваттерте пурăнни пире вăрçăнтарчĕ. Хĕлле дворникра ĕçлерĕм. Пăр тумламĕсем катакан организацире саккаспа çÿреттĕм, укçа аван тÿлетчĕç. Савнин хваттерне юсаса патăм. 2017 çулта эпир уйрăлтăмăр.
Хĕр нумай пулнă тетĕн. Хырăм йăтса килмен-и?
— Ку енĕпе асăрханнă. Çынсем марка, открытка пуçтараççĕ пулсан эпĕ — презерватив хуплашки тата… ручка. Вĕсене хамăн пÿлĕмре лескăпа маччаран çакаттăм. Тем тĕрли те пулнă: хакли, йÿнни… Акă кĕсьери ручка 2,5 пин тенкĕ тăрать. Мана лайăх пĕлекен хĕрсем çуралнă кунра ручка парнелеççĕ. Хăшĕ- пĕринпе сăвă лайăх çырăнать, теприне тытсан пĕр йĕрке те çуралмасть. Компьютерта çырмастăп, мана паста шăрши килĕшет. Эпĕ ручкăсăр нихăçан та çÿреместĕп. Хавхалану кирек хăш самантра та кĕме пултарать. Çур çĕр варринче те сиксе тăма пултаратăп. Хавхалану тенĕрен, е 100 грамм хĕрлĕ эрех ĕçнĕ хыççăн кĕрет вăл, е юратнă çынпа савăшнă хыççăн.
Тен, çемье пурнăçĕ сан валли мар? Хусах пурнăçĕ кăсăклăрах мар-и?
— Халĕ эпĕ апла шутламастăп. Авланма вăхăт çитнине нихçанхинчен лайăх туйса илтĕм.
Эсĕ авланасран хăраса салтака кайнă тени тĕрĕсех-и?
— «Альянспа» вĕçĕмех концертпа çÿренĕ вăхăтсенче ăçта кайнă — кашни ялта майра тупнă. Хыçран çÿресе йăлăхтаратчĕç. Пурнăçа улăштарас, хама тĕрĕслес килчĕ. Çар комиссариатне кайрăм. «Са-нăн «Дело» çук», — терĕç. Юлташсем мана салтака ярас мар тесе папкăна «çухаттарнă». Блат пулнă-ха та. 22-реччĕ эпĕ. Ресторанра пĕр майрапа ларнă май чĕре теме систерчĕ. Юлашки автобуспа яла çитрĕм. Хамăн пÿлĕме кĕтĕм те повестка вырта парать! Сăмакун хурса та ĕлкĕрме çук. Çапла васкаварлăн салтака тухса кайрăм. Самар облаçĕнчи артиллери полкне лекрĕм. Апат енĕпе начарччĕ. Юрать, ыттисем пек питĕ çамрăк пулман, кăштах пурнăç курнă. Унсăрăн йывăр килетчĕ. 1-мĕш блюдо — чышкă пысăкăш турамĕллĕ купăста яшки, 2-мĕш те — купăста, анчах шыв-сăр. Çарта чухне Самарта Çĕнтерÿ кунĕнче салютсем яни асра. Ку тивĕçе пире шанатчĕç. Салтакри çырусене пĕтĕмпех киле илсе килнĕ. Унта тытма юрамастчĕ вĕсене. Эпĕ урăх чаçе упрама кайса параттăм.
Çăлтăр хушма ят ялта сан çума ахальтен çыпçăнман пуль-ха…
— 3-мĕш класра чухне чăваш радиовĕнчен килсе эпĕ юрланине çыртарса кайрĕç. Ăна ял-йыш çĕр улми лартма пухăнсан ĕçлеме чарăнсах итлерĕ. Пахчара пысăк колонкăсенчен радио кĕрлетчĕ. Ача чухне эпĕ питĕ нумай вуланă, çавăнпа куçа пăсрăм. 4-мĕш класра сăвăсем çырма пуçларăм, «Пионер сасси» хаçатра пичетлентĕм. Ялта музыка шкулĕ уçăлсан аккордеонпа пианино, гитара калама вĕрентĕм. Пулла кайсан пĕве хĕрринчен эрех кĕленчисем пуçтарса килеттĕм. Шăллăмпа миххи-миххипе кĕленче пухрăмăр. Лавккана гитара сутма илсе килчĕç. 54 тенкĕ тăратчĕ вăл. Колхозникăн пĕр шалăвĕ чухлĕ. Атте-аннен гитара туянса пама майсем пулман. Эпир пухнă кĕлен-чесем шăп та лăп гитара илмелĕх çитрĕç. Вĕсене çеткăсене тултарса велосипедпа лавккана темиçе те хутларăмăр. Ялти Володя пичче гитарăна ĕнерсе пачĕ. Кайран хамах калама вĕрентĕм. Вара юрăсем çырма тытăнтăм. Вĕсем ансат та айванччĕ. Шкулта вĕреннĕ чухнех çăлтăр пулнă эпĕ. Шкултан хĕрлĕ аттестатпа вĕренсе тухрăм.
Çамрăклăху мĕн тери кĕрлесе тăни сисĕнет…
— Шкул хыççăн Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищине вокал енĕпе вĕренме килтĕм. Икĕ çул ăс пухнă хыççăн Мускава тухса кайрăм, М.С.Щепкин ячĕллĕ театр училищине вĕренме кĕтĕм. Çур çултан мана унтан кăларса ячĕç. Хамăн айăпшăнах. Ашкăннă, вĕренмен. Каялла таврăнсан кăштах тĕлли- паллисĕр çапкаланса çÿрерĕм. «Альянсра» юрлаттăм. Музыка училищине тепĕр хут вĕренме кĕтĕм. /Альбинăпа шăпах çав вăхăтра паллашрăм./ Анчах концертсене, асар-писер пурнăçа пула диплом илеймерĕм. Студент чухне пĕрмай укçа çитместчĕ. Ун чухне доллар хăш банкра мĕн хак тăнине хаçатра çыратчĕç. Кашни банкра хакĕ тĕрлĕренччĕ. Павел Ядранскипе вĕренме çÿремесĕр ирпе банка тухса каяттăмăр. Пĕр çĕртен доллар илсе теприне кайса сутаттăмăр. Кунне вуншар доллар тухатчĕ. Шкулта вĕреннĕ чухнех укçа пулнă манăн. Хуларан чăмлак илсе килсе «бизнес» тунă. Салтакра пирус сутаттăм. Атте базăран курттăммăн туянса посылкăпа ярса паратчĕ. Çĕçĕпе мĕн чуль хăратман пуль мана? Хÿтте кĕрекенсем яланах тупăннă. /Шăллăма эпĕ салтакра чухне Канаш шăпанисем вĕлерчĕç./ Тата атте хĕртнĕ такана ярса паратчĕ. Ăна атă тĕпне çапсан утнă чухне хĕлхем тухатчĕ. Хамăрăн полкрисем кăна мар, ыттисем те илетчĕç.
Халĕ мĕн ĕçлесе пурăнатăн-ха?
— 3 çул ĕнтĕ Чулхулара чÿрече лартнă çĕрте ĕçлетĕп. Концертсене те юрлама çÿрекелетĕп. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Алина ИЗМАН калаçнă. Виталий ОСИПОВ архивĕнчи сăн ÿкерчĕксем.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.